Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çемьен йăх-несĕл йывăççине ӳкернĕ чух çав тери тăрăшсан та мăн-мăн асатте-асаннесем камсем пулнине ХVIII ĕмĕртен кăна тĕпчеме пултаратпăр, мĕншĕн тесен унччен çынсем çурални, пĕрлешни, вилни çинчен ниçта та çырса пыман. Метрика (çурални çинчен документ) ăнлав Раççейре I Петĕр патша вăхăтĕнче кăна çуралнă. Çапла вара 1722 çултанпа кашни çынна чиркӳ кĕнекине кĕртме тытăннă.
1917 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче РСФСР Совнаркомĕ «Венчетсĕр мăшăрланни, ачасем, акт кĕнекине илсе пырасси çинчен» декрет йышăннă хыççăн çак ĕçе загс пурнăçлать. Паллах, унăн паянхи тивĕçĕ чылай анлăрах: граждансем мăшăрланнине, уйрăлнине, вилнине, ача çуралнине çирĕплетнисĕр пуçне тата ачан ашшĕ кам пулнине, ачана усрава илнине, ята улăштарнине шута илет. Пĕр сăмахпа, загс – халăх, республика, çĕршыв историйĕн çӳпçи. Вăл кашни çыннăн пурнăçĕнче паллă йĕр хăварать: кунта этем пурнăçри пĕрремĕш документ – çуралнă хут – илет, çемье çавăрнине çирĕплетет...
Кăçал Раççей загсĕн юбилей – 90 çул. Тутарстанра та ăна анлăн паллă турĕç. Хусанти çак служба, тĕслĕхрен, республикăра чи пысăкки. Кунта загс управленийĕ тата унта кĕрекен хула районĕсенчи ултă уйрăм куллен халăха йышăнать. Çак пархатарлă ĕçе пурĕ 69 çын пурнăçлать. Вĕсене иртнĕ эрнере Хусанăн чи чаплă керменĕнче Ратушăра саламларĕç. Кунтах «Çулталăкăн йăла-йĕркесене чи лайăх ертсе пыраканĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Чи маттуррисене патшалăх, хула наградисемпе чысларĕç.
Вĕсене çакăн пек пысăк уявпа саламлама ТР Министрсен Кабинечĕн загс управленийĕн пуçлăхĕ К.Новикова, Хусан муниципаллă йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Андреева килнĕччĕ.
– Хусанти çак служба чи пысăкки, вăл республикăн мăнаçлăхĕ. Унăн кашни уйрăмĕ лайăх, тĕплĕн ĕçлет, – палăртрĕ К.Новикова.
Юбилей çулĕнче наградăсем те сумлă, паллах. Республикăри çак службăн 18 ĕçченне (вĕсенчен 7-шĕ хусансем) Хусан 1000 çуллăхне халалланă медальпе, Хусан загсĕн виçĕ ĕçченне «Хусан хулишĕн ĕçленĕшĕн» I тата II степеньлĕ паллăпа, ултă ĕçчене (çав шутра пирĕн ентеше В. Петровăна та) Хусан мэрĕн И.Метшинăн тав хучĕпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.
Хитре кĕвĕ янăранă май загс ĕçченĕсене чи пĕчĕккисем, сакăр çулти хусансем те саламларĕç. Аслăраххисем туй кĕпи тăхăннă хĕрсен парадне кăтартрĕç.
Загс тесен ытларахăшĕ Мендельсон маршне, тин çеç çемье çавăракан туй кĕпи тăхăннă хĕрпе качча аса илет. Пурнăçри чи савăнăçлă çак саманта кам мантăр-ха? Юлашки çулсенче загс ĕçченĕсем вăл тата та асамлăрах пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, хĕр çураçни вĕсем пулăшнипе юлашки çулсенче хитре ритуала çаврăнчĕ. Туй кунĕнче çамрăк мăшăра загсра тăван чĕлхепе çырăнтарасси те йăлара. Вырăсла, тутарла, чăвашла... Кăмăлу кăна пултăр. Хусанта чăваш туйĕсем те пĕрре мар кĕрлерĕç ĕнтĕ. (Çемье çавăрма шутланă йăхташсене Авиастроительнăй районĕн загсĕнче В.Петрова хапăлласах йышăнать). Сăмах май, ытти çулсемпе танлаштарсан, пĕрлешекенсен шучĕ самай ӳснĕ, тĕслĕхрен, 2006 çулта – 9074 мăшăр çырăннă пулсан, кăçал 11 уйăхра кăна 9445 çемье чăмăртаннă. Çапла вара «Хĕр çураçни тата çырăнтарни (регистраци)» номинацире И.Корнилова (Авиастроительнăй район), О.Абрамова, Ю.Данилова (Хусан хулин загс управленийĕ), Г.Кабирова (Мускав районĕ), А.Низамиева (Киров районĕ) çĕнтерчĕç.
«Ят хурасси» номинацин çĕнтерӳçисем С.Липовая (Советски районĕ),Ч.Усманова (Киров районĕ) пулчĕç. Республикăра ку енĕпе те савăнмалли пур, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ачасем нумайрах çуралнă, 2006 çулта 11245, кăçал 11 уйăхра 10883 пепке çут тĕнчене килнĕ.
«Туй юбилейĕсем» номинацире А.Хисмадуллинăпа (Мускав районĕ), Л.Гайнутдиновăна (Советски районĕ) çитекен пулман. Пирĕн республикăра та пурнăç сукмакне 50,60,70 çул пĕрле такăрлатакан мăшăрсем сахал мар. 2007 çулта 1101 çемье – 50, 99 çемье – 60, 3 çемье 70 çулхи юбилейне паллă тунă. Хусанта пурăнакан Рафгатпа Ляля Сибгатуллинсем шăп çакăн пеккисен шутĕнчен. Вĕсен ылтăн туйне Мускав загсĕ питĕ чаплăн паллă тунă. Çакăншăн мăшăр чĕререн тав туса уявпа саламланă май: «Сирĕн 100 çулхи юбилейăрта пирĕн хамăрăн бриллиант туя тăвасчĕ-ха», – теме манмарĕ. Чунсем тӳпере пĕрлешеççĕ пулсан, туйсем çĕр çинче кĕрлеччĕр çав.
 
: 1278, Хаçат: 51 (729)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: