Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çирĕм пĕрти Саша Стратонов хăйпе пĕр çултисенчен самай уйрăлса тăрать: питĕ нумай вулать, сăвăсем хайлать, хăй тĕллĕн гитара, баян калама вĕренет. Профессийĕ те унăн арçынсенни мар – библиотекарь. Паллах, каччă тӳрĕ пилĕклĕ тенине пĕлтермест çакă. Сывлăхĕ хавшакрах пулни (Саша иккĕмĕш ушкăн инваличĕ) ăна çăмăлрах професси суйлама хистенĕ. Тĕрĕссипе, Елабугăри библиотека техникумне вĕренме ăна район янă-ха, пултаруллă пулнине кура.
 
– Шкулта япăхах вĕренмен эпĕ. Ытларах гуманитари наукисене кăмăллаттăм,– текелет пулин те хăй малалла юханшыв техникумне вĕренме кĕрсе судоводитель профессине алла илме ĕмĕтленет.
– Хам профессипе ĕç тупма йывăр, халĕ биржăра тăратăп. Çитес вăхăтра библиотекаре вырнаçаймасан вĕренме каймах тивет. Пурнăçра хамăн вырăна тупас килет манăн, – терĕ вăл кун пирки.
Судоводитель профессине алла илсе пăрахутпа анлă юханшывсен хумĕсем çийĕн ишме кăна мар, хăйĕн тăван хулине – Анат Камăна – таврăнма та ĕмĕтленет каччă. Саша шăпах унта çуралса сакăр çулччен пурăннă иккен. Кайран тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕн ялне – Хăратана (Элкел районĕ) – таврăнма тивнĕ. Халĕ вăл ашшĕпе кăна пурăнать. Çывăх çыннине кил-тĕрĕшре пулăшать. Пушă вăхăт тупăнсанах вара алла ручка тытса сăвă çырать е гитарăпа, баянпа калама хăнăхать.
– Техникумра чухне оркестрантсемпе, хоровиксемпе туслашрăм, вĕсем мана нотăсем вĕрентрĕç. Халĕ акă самоучитель тăрăх инструментсемпе калама хăнăхатăп.
– Мĕнле, пулать пек-и вара?– кăсăклантăм эпĕ.
– Тăрăшатăп ĕнтĕ. Хамăн сăвăсем тăрăх юрă та кĕвĕлетĕп,– хуравларĕ Саша.
Кĕвĕ инструменчĕсене те, кĕнекесене те хăех туянма тăрăшать каччă. Гитарăна, тĕслĕхрен, студент чухнех лавккаран илнĕ вăл, баяна вара вăхăтлăха ялти клуб панă. Саша уявсенче хăйĕн пултарулăхне пĕтĕм яла кăтартать-çке. Çĕнтерӳ кунĕ те, Хăратара çак пултаруллă каччăсăр иртмен.
Сăвăсем тенĕрен, ку енĕпе те маттур вăл. Хăй вăхăтĕнче Николай Алешков поэтпа паллашни питĕ хавхалантарнă-мĕн ăна. Сăвăсене ачаранах çырнă-ха Хăрата каччи, анчах çынна питех кăтартман, çак тĕлпулу хыççăн унăн сăввисем малтан Елабугăри «Камские зори» хаçатра кун çути курнă, халĕ Элкел район хаçатĕнче час-часах пичетленеççĕ. Елабугăра вĕреннĕ чух вăл хăйĕн сăввисемпе «Тамчылар» фестивале те хутшăннă.
Мĕн хумхантарать-ха çамрăк чуна? Паллах, çамрăклăх, юрату теми тата çут çанталăк. Сăввисемпе юррисенче тавралăха хăй куçĕпе хакласа нихăçан сӳнми юратăва мухтать пулин те чунри чи çутă ĕмĕт – хăйĕн юратăвне тупасси – пирки çеç пĕр сăмах та хускатмасть. Кун çинчен тĕнче илтмелле кăшкăрма кирлех мар тет ахăртнех.
 
: 1394, Хаçат: 21 (699)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: