Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хĕле кĕтĕмĕр. Çулсем тумалли тапхăр та вĕçленчĕ. Халĕ кунĕн-çĕрĕн юр хырса турттармалли çеç юлчĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсем вара çулталăк вĕçленнĕ тĕле хăйсен ĕçĕ-хĕлĕсемпе паллаштарчĕç.
Хусан хула муниципаллă йĕркеленĕвĕн Ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕн çумĕ Мансур Хафизов каланă тăрăх, паян Хусанта 30 миллион тăваткал метр çулсенчен 70 процента яхăн асфальтлă çулсем. 3 миллион тăваткал метра яхăн сарман çулсем тата 5 миллион тăваткал метр юсаманнисемпе кил хушшинчи çулсем юлнă. Шел пулин те, укçа-тенкĕ çитменнипе нумай çулсене вунă çул ытла та юсаман. Енчен те Хусанти пĕтĕм çулсене (6 миллион тăваткал метр ытла) тирпей кӳрес тесен 10 миллиард тенкĕ ытла укçа кирлĕ.
– Юлашки çулсенче машинăсен шучĕ питĕ нумайланса кайрĕ, – тăсать калаçăва Мансур Накипович. – Хусанта, акă, пин çынна ик çĕр ытла машина тухать. Ку Санкт-Петербургпа танлашать. Мускавра тата аталанакан çĕршывсенче вара пин çынран пилĕк çĕр-улт çĕрĕшĕ машинăпа çӳрет. Паянхи куна Хусанта пурĕ 235 пин машинăна регистрациленĕ. Çăмăл машинăсен шучĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пырать. Çулсерен 40-50 пин машина хушăнать. Хула витĕр талăкра кăна 25-30 пине яхăн транзитлă машина иртсе çӳрет. Паянхи куна аслă çулсем (магистраль) 70 процент машинăсемпе тулнă, районтисем – 30 процент. Çавăнпа юсаса тата çĕнĕ çулсем хывса ĕлкĕрме те çук.
Апла пулсан та 2007 çулта питĕ пысăк ĕç тунă çул-йĕр ĕçченĕсем. 70 урама тирпей кӳнĕ, 1 миллион тăваткал метр çул юсанă. Кунсăр пуçне тата 15 километр çĕнĕ çул сарнă. Çаплах 200 ытла кил хушшинчи лаптăксене тата тротуарсене юсанă, çĕнĕ сарнă. Малашне кил картишсенчи çулсене виçĕ метр сарлакăшĕнчен пилĕк метра çитермелле тунă. Кăçал та çав виçене пăхăннă. Ку, паллах, васкавлă пулăшу, пушар тата çӳп-çап турттаракан машинăсем пĕр пăтăрмахсăр кĕрсе çӳреме пултарнипе çыхăннă. Кил умĕнче машинăсем лартмалли вырăнсен лаптăкĕсене пысăклатассине те шута илнĕ. Çаплах тата аслă çулсен хĕррисене тимĕр карта тытса тухнă. Вăл ĕç паянхи кун та пырать-ха. Нумайăшне çакăн пек çĕнĕлĕх килĕшмест. Çул урлă каçма пулманнипе тарăхаççĕ. Анчах та Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем каланă тăрăх, çак картасем пулнăранпа аварие лекекенсен шучĕ палăрмаллах чакнă. Картасем пулнипе çынсем светофор умĕнче çеç каçма пуçланă.
Тата тепĕр çĕнĕлĕх, ку 2008 çулта пулмалла, аслă çулсене, тĕрĕссипе шавлă çулсем çине, шавран хӳтĕлекен хатĕрсем вырнаçтарасси.
Çуркунне Хусан мэрийĕнче журналистсене пуçтарса çул-йĕр темине çĕкленĕччĕ. Хусанта пурĕ 7 миллион тăваткал метр çул юсамалли çинчен сăмах пынăччĕ. Кăçал планпа 1 миллионне якатса, тикĕслесе, çĕнетсе тухнă пулсан, 2008 çулта та çав шайран кая пулмалла марри çинчен тата хулара питĕ пысăк улшăнусем пуласси çинчен пĕлтерчĕç.
Мансур Хафизов сăмахĕпе, ТР Президенчĕ йышăннипе çитес çула çул-йĕр тумалли çулталăк пек ирттересшĕн.
Элкел районĕнчи Кивĕ Матак ялне те халĕ асфальтлă çулпа ши! шăхăрса кĕме пулать. Çак кирлĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçе «Алексеевскдорстрой» предприяти хăй çине илнĕ. Çул тăршшĕ виçĕ километр та çич çĕр метр. Апла пулсан та объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ – 31 миллион тенкĕ! Тепĕр объект – Тепелкей Матак ялĕ. Элкел муниципаллă район пуçлăхĕ Фердинат Давлетшин каланă тăрăх, çул çине вак чул сарса тухнă та ĕнтĕ.
 
: 1273, Хаçат: 50 (728)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: