Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Урамри, лавккасен умĕнчи капăр чăрăшсем пире çулталăкри чи хаваслă уяв кунран-кун çывхарнине аса илтереççĕ. Хусан кăçал та Çĕнĕ çула чаплăн кĕтсе илесси иккĕленӳллĕ мар. Тĕп хулана илемлетме, тĕрлĕ çутăсемпе капăрлатма кăна бюджетран 60 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă.
Хусан уява декабрĕн 12-мĕшĕнчен хатĕрленме пуçларĕ. Мэрире пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Çĕнĕ çул мероприятийĕсем валли тĕп хулара виçĕ тĕп площадка пулать: Ярмăркка тӳремĕнче, унта 40,5 метрлă чăрăш илем кӳрĕ, Хусан 1000 çуллăхĕн паркĕнче, унта та 29,7 метрлă чăрăш илĕртĕ, «Хусан» НКЦ умĕнче, кунта 30,5 метрлă чăрăш ларĕ.
Ярмăркка тӳремĕ хула варринче тата Кремль патĕнче вырнаçнăранах пуль халăх кашни çул ытларах унта пухăнать. Вăл илем енĕпе кăçал та ытти çулсеннинчен кая мар пуласса шантараççĕ уява хатĕрлекенсем. Кунта, Тĕп стадион умĕнче, чăрăш хули йĕркелеме палăртнă. Унти 30 йывăç диод çутăллă çумăрпа ялтăрĕ. Кунсăр пуçне Çĕнĕ çул мероприятине ирттерме сцена, тата 60х30 пысăкăш каток та пулĕ. Сăмах май, хулан кашни районĕнчех катоксем хатĕрлеççĕ, пăр çинче ярăнма юратакансене аса илтеретпĕр, конькисене проката илме пулать (аслисен конькийĕ пĕр сехете 30-80 тенкĕ, ачасен 25-40 тенкĕ). Çаплах кашни районтах йĕлтĕрпе ярăнмалли базăсем йĕркеленĕ, унта та йĕлтĕрсене проката илме пулать.
Хусансене Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕ умĕнчи тӳрем çулла кăна мар, хĕлле те фонтанпа савăнтарĕ. Çĕнĕ çул валли кунта «Фонтансен тӳремĕ» пулать. Сакăр фонтан евĕрлĕ орнамента дюролайтпа усă курса диод çутăллă технологипе илемлетеççĕ. Кун йышши фонтансем «Акчарлак» ресторан умĕнче те пулĕç. Булак юппи, чукун çул урлă кĕперсене («Роторная» чарăну патĕнче) çутăпа капăрлатаççĕ.
Урамсене те пĕлтĕрхи пекех илемлетме шут тытнă. Çавăн пекех Танк училищи патĕнчи ункăри Çĕнĕ çул конструкцийĕсене, «Зилант»,«Лĕпĕшсем», «Гирляндăсем» кĕлеткесене, Оренбург тракчĕ, Павлюхин, Салимжанов урамĕсенчи çулсем çинчи «Карăсене» çутăпа илемлетĕç.
Çĕнĕ çул уявĕ юлашки çулсенче пиротехника продукцийĕсĕр уяв та мар пек туйăнать. Çавна кура суту-илӳ предприятийĕсем ăна уяв умĕн анлăн сутма тытăнаççĕ. Пиротехника изделийĕсем вылямалли тетте марри каламасăрах паллă. Анчах çынсем тепĕр чух асăрхануллă пуласси çинчен манаççĕ, сутакансем йĕркене пăсни те пулать. Çавăнпа ятарлă ушкăнсем декабрь уйăхĕнче суту-илӳ предприятийĕсене тĕрĕслеме тухаççĕ.
Пушар хăрушсăрлăх надзорĕ пиротехника изделийĕсене сутма лицензи илнĕ лавккасенче, ятарлă уйрăмсенче тата кашни çынна пĕр талăк норми чухлĕ кăна сутма ирĕк парать.
Хулана Çĕнĕ çула вăхăтра капăрлатса ĕлкĕрес, халăха симĕс чăрăшсемпе тивĕçтерес тĕллевпе Хусан хулин Ĕçтăвкомĕ потребительсен предприятийĕсен хушшинче хăйсен объекчĕсене капăрлатас енĕпе смотр-конкурс ирттерет. Унта суту-илӳ, обществăлла апатлану предприятийĕсен коллективĕсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерӳçĕсене дипломпа чыслĕç.
Пĕрисемшĕн Çĕнĕ çул кĕтнĕ уяв пулсан, теприсемшĕн тăрăшуллă ĕç. Ку уйрăмах йĕрке хуралçисене пырса тивет. Вĕсем декабрĕн 20-мĕшĕнчен вăйлатнă режимпа ĕçлеме тытăнаççĕ. Тĕп площадкăри чăрăшсем патĕнче талăкĕпех дежурство йĕркеленет. Çапла вара Çĕнĕ çул уявĕ вăхăтĕнче йĕркене 500 ытла милици ĕçченĕ, 5561 номерлĕ çар чаçĕнче хĕсметре тăракан 350 çар çынни сыхлĕ, хулари районсенче чăрăшсем патĕнче ÇКХ хурал предприятийĕсен ĕçченĕсем дежурствăна тухĕç. Тĕп площадкăсенче пĕлтĕрхи пекех, кăçал та эрех-сăра сутма чараççĕ.
 
: 1412, Хаçат: 50 (728)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: