Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сухăра кайнă çынсем канмалли кунсенче вырăнти матруса (лесной объездчик) утă çулса пулăшасси хăнăхнă йăла шутланнă. Таиççепе Порфирий Тяхинсем те ыттисенчен юлман. Çуллахи пĕр ир çулталăк та уйăхри хĕрне Лизука карчăк патне хăварса çула тухнă.
Пĕчĕкскере куçран вĕçертмесĕр пăхса ларма карчăкăн вăхăчĕ пулман ахăр, вăл Лизука апатлантарнă хыççăн пӳрт умне, хĕвел ăшшине кăларнă. Лара-тăра пĕлмен пепкене пĕр вырăнта лартăн-и? Хĕрпĕрчи те акă пĕчĕк урисемпе тăпăлтатса пӳрт умĕнчен пăрăннă, унтан хăй сисмесĕрех вăрмана кĕрсе кайнă. Утăм хыççăн утăм... Хура вăрман ытларах та ытларах хăй ытамне илнĕ ăна. Кĕпе вĕççĕн кăна пулнăран ачана шăна-пăван самантрах сырăннă. Анчах кăшкăрса йĕрсен те никам та илтмен. Çапла майĕпен таврана каç сĕмĕ çапнă. Утăран таврăннă ашшĕ-амăшĕ ăçта кăна шыраман пуль Лизука?
Вăл вара вăрман тăрăх утса ывăннă та пĕр йывăç айне выртса çывăрса кайнă. Юрать-ха, ун çулĕ çине çав каç тилĕ-кашкăр тухман, атту пулсан-и... Шăна-пăван çыртнипе шыçăннă хĕрпĕрчи тепĕр ир ĕнесем патне çитсе тухнă, вăрмана кĕтӳ кĕнĕ иккен. Ачана кĕтӳçсем апатлантарнă, унтан ашшĕ-амăшĕ патне илсе кайнă. Пепке çухалнă хыпар таврана сарăлнă пулнă ĕнтĕ ун чух. Шутлама кăна вĕт – çулталăк та уйăхри Лизук кунĕпе, çитменнине тата çара уран, виçĕ çухрăм утнă. Ытла пĕчĕкрен хăраса ĕлкĕрейменнипе-и унпа хăрушши нимĕнех те пулман темелле ун чух. Çулталăкрах калаçма вĕреннĕскер, «чĕлхине те çухатман», ашшĕ-амăшĕ кĕтӳçсем мĕн çитернине ыйтсан: «Чăкăт пачĕ»,– тенĕ яр уççăнах.
Çак пулăм çитмĕл çул каялла, Чăваш Енри вăрманта Çĕпрел районĕнчи Матак хĕрĕпе Елизавета Тяхинăпа (халĕ Кузнецова) пулса иртнĕ.
– Телейлĕ эпĕ, Турă пăрахмарĕ. Сĕм вăрмантан чĕрĕ-сывă таврăнма, качча кайса анне пулма çырчĕ. Хамăр çемье кăна ачасемпе, мăнуксемпе, мăнуксен ачисемпе эпир паян çирĕм иккĕн!– савăнса пĕлтерчĕ Елизавета Порфирьевна. Ку чăваш хĕрарăмĕн телейне ăмсанмалăх та пур: вĕсем Илья Николаевичпа çак кунсенче хăйсен ылтăн туйне паллă тăваççĕ. Шăп аллă çул каялла çемье çавăрнă вĕсем.
– 1957 çулта салтакран таврăнтăм та тăван колхозра ĕçе пуçăнтăм. Мана Порфирий Тяхин шоферăн пулăшуçине (вăл вăхăтра пĕр машинăпа икĕ шофер ĕçлеттĕмĕр) çирĕплетрĕç. Тяхинсем патне килне те пĕрре мар кайма тивнĕ. Çавăн чух куç хыврăм та вĕсен чипер хĕрне. Ашшĕ пире хирĕç пулмарĕ. Çапла декабрĕн 19-мĕшĕнче кăнтăрла хам машина çине ларса загса çул тытрăмăр. Каçхине туй турăмăр,– ĕнер кăна пулнă пек хавхаланса каласа парать Илья Николаевич.
Çак мăшăрăн юрату хĕлхемĕ халĕ те сӳнмен-ха, çавăнпах пуль пĕр-пĕрне куç пек упраççĕ вĕсем. Пурнăçра вара тĕрли пулнă, ĕçре ĕшенни те, чир-чĕрпе нуша курни те. Çĕнĕ мăшăр пĕрлешсенех тĕп килтен уйрăлса пĕр кивĕ çурт туяннă. Майĕпен çĕннине лартма та хал çитернĕ. Илья Николаевич кунĕн-çĕрĕн ĕçре тăрăшнă чух килти ĕç Лиза аппапа ачисем çине тиеннĕ. Вăл та ялти ытти хĕрарăмсем пек, çăвĕпех хирте чĕкĕнтĕр çумланă. Вăл вăхăтра ку ĕç вара пĕрре те çăмăл пулман: рет хушшине трактор çумламан, пылак çимĕçе кĕркунне техника кăларман, тиемен, йăлтах алă вĕççĕн пурнăçланă. Хĕллехи кунсенче вара колхозран илнĕ сыснасене самăртса патшалăха панă. Плана тултарнипе Елизавета Порфирьевна 1976 çулта «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерӳçи» палла та тивĕçнĕ.
Кузнецовсем – ялти хисеплĕ çынсем. Илья Николаевич ĕмĕрĕпех яваплă ĕçре тăрăшнă: бригадир, ферма, гараж пуçлăхĕ, нумай çул профсоюз председателĕ, колхоз председателĕн çумĕ, тĕп инженер пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та 10 çул вăрман хуçалăхĕнче экологипе пушар хăрушсăрлăхĕн хуралçинче ĕçленĕ вăл.
– Çитмĕл тултарсан кăна ĕçе пăрахрăм-ха, – тет Иван Николаевич кун пирки.
Ĕçпе ĕшенни, чир-чĕрпе танлаштарсан, темех мар-çке. Елизавета Ильинична, тĕслĕхрен, çирĕм ытла операци чăтса ирттернĕ. Иван Николаевичăн та сывлăхĕ тăрук хавшанипе иртнĕ çулсенче Мускаврах сипленме тивнĕ. Пĕр-пĕрин тĕревĕ пулни, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланни тата ачисен юратăвĕ йывăр вăхăта чăтса ирттерме пулăшать те мăшăра.
Кузнецовсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулне кăларнă. Володьăпа Галина ялта тĕпленнĕ, Ирина Иваново хулинче, Коля вара Эстонирех пурăнаççĕ. Елизавета Порфирьевнăпа Илья Николаевич асаттепе асанне кăна мар, мăн асаттепе асанне те, мăн кукаçипе кукамай та пулнă ĕнтĕ, вĕсен çичĕ мăнук, мăнукĕсен икĕ ачи. Пĕр сăмахпа, ылтăн туй кĕреки хаклă тăванпа кĕрлемелĕх те пур.
Çак кунсенче Матак ялĕнчи тепĕр киле те ачи-пăчи, мăнукĕсемпе, мăнукĕсен ачисем пуçтарăнаççĕ. Кузнецовсенчен инçех мар пурăнакан Елизавета Дмитриевнăпа Михаил Григорьевич Федотовсен те çак кунсенче ылтăн туй. Пурнăç çулне пĕрле 50 çул такăрлатакан çак икĕ мăшăра ылтăн туй ячĕпе хамăр ятран чун-чĕререн саламлатпăр. Çутă тĕнче тивлечĕпе киленсе пурăнма çирĕп сывлăх, нихăçан сӳнми ăш-пиллĕх, телей, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр.
 
: 1252, Хаçат: 50 (728)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: