«Çĕпрел» агрофирмăн Матак филиалĕн ĕç коллективĕ ĕнер-паян кăна йĕркеленмен. Унта пĕр вырăнта ĕçлесе пуян опыт пухнă ĕçченсем вун-вун çул çума-çумăн тăрăшаççĕ. Çемйипех ĕçлекенсем те çук мар. Елизаветăпа Анатолий Кузнецовсен, тĕслĕхрен, хуçалăхалла выртакан çулĕ çак вăхăтра такăрланса та çитнĕ. Елизавета Викторовна ĕне фермине ĕçе вырнаçнăранпа 28 çул вĕт. Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче çуралса ӳснĕскер, ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсанах ĕçе пуçăннă. Çамрăк хĕр малтан темиçе çул пĕчĕк пăрусене пăхнă, унтан дояркăна куçнă.

– Пĕрремĕш хут аппаратпа сунă чух çав тери хăранăччĕ, кайран хăнăхрăм,– кулса аса илет вăл иртнине. Халĕ акă миçе çул ĕнтĕ Елизавета Кузнецова хуçалăхăн малта пыракан доярки. Кăçал кăна вăл тăхăр уйăхра кашни ĕнерен виçĕ пиншер килограмм сĕт сунă. Хăйне шанса панă 26 ĕнене килĕнчи выльăхĕсенчен кая мар пăхать, умĕсенчен апат татмасть. Сăмах май, агрофирма хĕл каçмалăх выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Çавна кура кăçал сăвăм та лайăх. Пĕлтĕр çак вăхăтра пĕр ĕнерен кунне вăтамран 6 литр сунă пулсан, халĕ 10,5 çитернĕ. Тен, темиçе çул каяллахи пек, Елизавета Кузнецова районти ытти хуçалăхсен дояркисемпе пĕрле малта пыракансен слетне Хусана кайма та тивĕçĕ-ха.

– Пирĕн дояркăсем пурте тăрăшуллă, ĕçе тĕплĕн пурнăçлаççĕ, – мухтать хăйĕн ĕçченĕсене ферма ертӳçи Т.Назарова.
Елизавета Викторовнăн мăшăрĕ Анатолий те нумай çул фермăра тăрăшать, малтан оператор пулнă, халĕ скотник. Çавна кура ĕçе яланах пĕрле çӳрет мăшăр. Пĕри ĕлкĕреймесен тепри пулăшма килет.
Хуçалăхăн пуян опытлă дояркисемпе юнашар çамрăксем те вăй хураççĕ. Пĕчĕк пăрусене пăхакан Валентина Головинăпа Альбина Спиридонова, тĕслĕхрен, коллективра чи çамрăккисем тесен те юрать. Альбина пăрушкасене виçĕ уйăх пăхсан, янаварсем малалла Валентина патне куçаççĕ. Çакăн пек кашни çул. Чăн та, В.Головина çак ĕçе унччен пилĕк çул пĕр пĕчченех пурнăçласа пынă, 40-50-шар пуç ӳстернĕ вăл. Халĕ акă ăна пулăшма А.Спиридоновăна çирĕплетнĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе ĕçлеççĕ çамрăксем. Ку ĕçре унсăр юрамасть, пăрусем мĕн чухлĕ ӳт хушнине кура укçи парăнать вĕт.