Христос Хăй тĕнĕн çутă вăрлăхне чăваш хушшинче авалах хăварнă. Сăмахран, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче ĕлĕкех Çветтуй Аврамий чăваш пурăннă. Вăл 1229 çултах вилнĕ пулин те, унăн çĕрмен ӳчĕ Владимир хулинчи чиркӳсенчен пĕринче халичченех упранать.

XIX ĕмĕр варринче Хусан таврашĕнче Христос вĕрентĕвĕ вăйлă сарăлнă. Чăвашсене çутта кăларас тесе И.Я.Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕр питĕ пысăк ĕç тунă: çĕнĕ çырулăх шухăшласа кăларнă, Чиркӳ шкулĕсем чылай уçнă, кĕнекесем кăларнă. Чиркӳсенче чăвашсем тăван чĕлхипе кĕлĕсем ирттерме пултарнă.
Чиркӳ... Туррăн çак таса çурчĕ калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пире кунта ачаллах тĕне кĕртеççĕ. Çын вилсен те, кĕл туса ăна кунтанах ăсатаççĕ. Чиркӳ вĕрентнине итлекен çын тĕрĕс ăспа пурăнать: суймасть, вăрламасть, элеклемест, никама та хурламасть.
Чиркӳ мĕн-ма пысăк пĕлтерĕшлĕ-ши? Çуралнă этем вилет. Ӳчĕпе кăна вилет вăл. Чунĕ вара ун леш тĕнчере нихăçан та вилмест. Усал ĕçсем туса пурăннă этемĕн чунĕ леш тĕнчере тӳсме çук хăрушă çĕре – тамăка – лекет, ырăпа пурăннă çын çăтмаха кĕрет. Ырă пурăнас тесен вара Турă хушнă пек пурăнмалла.
Чиркӳ... Турра ĕненекен çын ӳт-пĕвĕпе çеç килте пурăнать, чунĕпе – чиркӳре. Мĕншĕн тесен Турă Хăйне шанакана пур инкекрен те çăлать, витсе усрать. Йывăрлăхра Хăйне тархаслакана Вăл самантрах илтет, хуйха-суйха лексен Турă унпа пĕрле пулать, ăна çăлать, мухтава кăларать, вăрăм кун-çуллă тăвать.
Турă çуртне кайсан, шел пулин те, нумайăшĕ мĕнле кĕлĕ каламаллине пĕлмеççĕ. Хăш-пĕр чух пĕлнине те манса каятăн. Çурта лартса шăппăн кăна тăратăн. Çапах та ик-виç кĕлĕ пĕлни пăсмасть.
Çӳлти Аттемĕре йăлăнмалли кĕлĕ (Отче наш): Эй Çӳлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн Патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкӳ çĕр çинче те Çӳлти пекех пултăр. Паян пурăнмалăх çăкăр пар пире. Эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире, çылăха ан кĕрт пире, усалтан хăтар пире.
Комментарисем:
► george burns (2014-03-27 02:39:32):Avan kun
chi laj cana
ep America puratap. ep chavashla ta Vyrac chelxi verentep. ya amerikanitsy. ya uchu chuvashkie I po-russki. prosite mnye, ya ne goboryu horosho. ya hochu chitat Bibli Chuvashkie. Ya dumayu "ep bibli chavashla pulca vulatap.
pozholusta
mozhite vi li nemhogo skazan chuvashkie bibli (juman bibli chavashla)
fever1991@aol.com