Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хамăрăн культурăпа истори те укçа çăлкуçĕ-и? Паллах, мĕнлерех тата. Паян вăл – ăнăçлă бизнес. Кун пек çынсемшĕн тĕп вырăнта укçа, культура еткерлĕхĕ вара пуш сăмах кăна. Акă мĕншĕн музей, ТР Культура министерствин, истори институтĕнчи археологи тĕпчевĕн наци центрĕн ĕçченĕсем чан çапма хатĕрленеççĕ. Культура еткерлĕхне упрас темăпа вĕсем çак кунсенче Наци музейĕнче çавра сĕтел ирттерчĕç. Ăна Наци музейĕ ТР Культура министерстви пулăшнипе йĕркеленĕ.
Юлашки çулсенче культура, истори палăкĕсене çаратнă, тустарнă тĕслĕхсем сисĕнмеллех ӳсеççĕ-мĕн. Тĕрĕссипе, ĕлĕк-авалхи япаласен рынокĕ тĕнчере тахçанах пулнă-ха. Анчах хальхи вăхăтра ку япаласене туянакансем нумайланни тата металл шырамалли ятарлă хатĕрсем пурри «хура» археологие самай çĕнĕлле аталанма май парать.
Ытти çулсенче «хура» археологсем ытларах Раççейĕн кăнтăр пайĕнче палăрнă пулсан, халĕ вĕсем Кама, Атăлçи тăрăхĕсене «куç хывнă». Çавна кура историпе çыхăннă паллă экспонатсем çулсерен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне е ют çĕршыва хаклă хакпа саланаççĕ.
Паян «хура» археологие тĕпрен кăклама ниепле те май çук. Мĕншĕн тесен туянакан пур-тăк, авалхи япаласене сутаканни яланах тупăнать. Кунта, паллах, çĕршыври экономика лару-тăрăвĕ те хăйĕн хура ĕçне тăватех, ĕçсĕр юлнă çынсен пурăнма мĕнле те пулин укçа-тенкĕ тупмалла-çке. Тата унччен антиквариатпа ятарлă лицензисĕр суту-илӳ тума юраман пулсан, халĕ ун пек закон çук. Ăна темиçе çул каяллах пăрахăçланă. Апла-тăк, ан ӳркен кăна. Чи хăрушши – археологи паян ăнăçлă бизнеса çаврăнни. Коллекционерсем авалхи япаласене шырама специалистсене, ятарлă бригадăсене тара тытаççĕ. Археологипе культура, историпе туллин çырнă, карттăсемпе çирĕплетнĕ кĕнекесем вĕсемшĕн алă айĕнчи пособи вырăнĕнчех. Паллах, çак ĕçпе аппаланакансен ятарлă техника кăна мар, хĕç-пăшал та пур. Музей-заповедникăн пĕчĕк штачĕ, паллах, вĕсене чарма мар, хирĕç тăма та пултараймасть.
Культура, истори палăкĕсене вăрлакан, тустаракансене явап тыттармалли законсем те çирĕпех тееймĕн. Тĕслĕхрен, Китайра ку преступленишĕн вĕлереççĕ пулсан, Раççейре сиен мĕн чухлине кура 1-30 пин тенкĕ штраф параççĕ е 2-5 çула ирĕкрен хăтараççĕ.
ТР НА Г.Ибрагимов ячĕллĕ истори институчĕн археологи тĕпчевĕн наци центрĕн ертӳçи А.Ситдиков каланă тăрăх, ТР Культура министерствипе пĕрле археологи тĕпчевĕн центрĕ Куйбышев тата Кама водохранилищинчи культура палăкĕсене тĕпчеме тытăннă. Шел пулин те 1200 палăкран 50 проценчĕ арканни палăрнă. Паллах, кăтартусем савăнмаллисемех мар.
Тĕрĕссипе, «хура» археологсен ыйтăвĕ кашни çĕршыврах çивĕч, хальччен ăна ниçта та татса паман. Анчах Англире ку лару-тăруран тухма çул-йĕр тупнă. Унта археологсен канашне йĕркеленĕ. Унта кирек кам та кĕме пултарать. Паллах, вĕсен хушшинче пуяс шухăшлисем кăна мар-çке, историпе интересленекеннисем те пур. Çакăн пек çынсем пулăшнипе юлашки пилĕк çулта кăна Англире 30 пин культурăпа истори палăкне тупнă.
Пирĕн республикăра паянхи куна 5 пине яхăн археологи палăкне шута илнĕ. Кун йышши палăксем тата та пур, анчах бюджет организацийĕн вĕсене шырама укçа-тенкĕ çителĕклĕ мар. Çак сăлтавпах музейсем коллекционерсен коллекцине те туянаймаççĕ. Тупнă япалана çынсем илсе килсен те вĕсене музей тӳлевсĕр экспертиза ирттермест иккен. Çавна кура çынсем пулăшу ыйтма тепĕр чух музее мар, антиквар е пĕр-пĕр историк патне каяççĕ. Паллах, экспертизăн пĕтĕмлетĕвĕсене алăпа çырса çирĕплетнĕ хута музей шанмасть пулсан, коллекционершăн (уйрăмах пысăк хуларисемшĕн) документ вырăнĕнчех, çавăнпа вăл пĕр иккĕленмесĕрех туянать. Çĕршывра çакăн пек йĕрке, урăхла каласан, музей ĕçченĕсемпе антикварсен, археологсен хушшинче тату çукки культура еткерлĕхне упрассинче чăрмав кӳрет те ĕнтĕ.
Çавра сĕтеле хутшăнакансем те çак лару-тăруран тухмалли çул-йĕр тупаймарĕç-ха хальлĕхе, тепĕр тесен, ку пĕрре ларса калаçнипе татăлакан ыйту мар. Кунта патшалăх енчен те пулăшу кирлĕ, чи малтан закон йышăнмалла. Çавăнпа та пухăннисем ку ыйтупа çитес çул тата тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
 
: 1274, Хаçат: 49 (727)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: