Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Декабрĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли кун. XX ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче тупса палăртнă хăрушă чир тĕлĕнмелле пысăк хăвăртлăхпа çынран çынна куçса çĕршывсемпе континентсене сарăлчĕ. Ахальтен мар «СПИД – XX ĕмĕр мурĕ» теме пуçларĕç, анчах çак чиршĕн территори чикки те, вăхăт чикки те çук иккен. XXI ĕмĕрте те çын пурнăçне хăмсаракан СПИД проблеми çав тери çивĕч. Ку таранччен чирлисенчен пĕртен-пĕр çын, Швеци гражданинĕ, кăна сывалнă. Унра 2002 çулта иммунодефицит вирусне тупнă, çулталăк çурăран тухтăрсем вăл пĕтĕмпех сывалнă тесе пĕлтернĕ. Ыттисем... ВИЧ-инфекци ернĕ çынсен пурăнмалăх юлнă çулĕсене, çук, кунĕсене кашни сехетре хаклă эмелсем ĕçсе тата кăшт та пулин, тепĕр кун та пулин, ытларах тăсма тăрăшаççĕ. Чăн та, ВИЧ-инфекци кашни çын организмĕнче тĕрлĕрен аталанать: пĕрисенче çулĕ-çулĕпе тĕлĕрет, теприсенче клеткăсене аркатма пуçлать. Анчах «çывăрсан» та вирус тепĕр çынна ерме пултарать. Мĕнле майпа? Кăна пурте пĕлеççĕ пулĕ ĕнтĕ, телевиденипе те, хаçатсенче те час-часах аса илеççĕ вĕсене.
Анчах иммунодефицит вирусĕнчен упранса юлма пулать теççĕ тухтăрсем. Мĕнле?
Ар çыхăнăвне кĕнĕ чух латекслă презервативсемпе усă курмалла.
Укол тунă чух кашни çыннăн уйрăм йĕппе усă курмалла.
Юн кирлĕ пулсан донора ВИЧ ернине тĕрĕслемелле.
Ача кĕтекен чирлĕ хĕрарăмăн антиретровируслă препаратсем ĕçсен варти ачана чир ермĕ.
Чирлĕ амăшĕн ачине кăкăр сĕтне çитермелле мар.
Хусанта антиретровируслă терапине «Сывлăх» нацин приоритетлă проекчĕн витĕмĕпе ирттереççĕ. Паянхи куна 183 çын çак сиплеве иртет, вĕсенчен 11 ача. 2007 çулхи августăн 7-мĕшĕ тĕлне ВИЧ ернĕ 21 хĕрарăмăн çие юлни паллă пулнă, врачсем варти ачана та вирус лекесрен пĕтĕм вăйран тăрăшаççĕ. ВИЧ ернисене тĕрĕслеме, сиплеме пĕтĕмĕшле 14359862 тенкĕ уйăрнă: «Сывлăх» наци проекчĕн витĕмĕпе 5148123 тенкĕ, федераци бюджетĕнчен – 1190826, Тутарстан Республикин бюджетĕнчен 8020913 тенкĕ.
«Çуртасен шучĕ хăвăнтан килет» акцие Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли куна халалланă. Кăçал вăл пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Ăна А.Алиш ячĕллĕ Ачасен творчество çурчĕ, хулари вĕрентӳ управленийĕ тата СПИДпа, ерекен чирсемпе кĕрешекен тата профилактика ирттерекен центр пĕрле йĕркеленĕ. Кăçал çак мероприятие «Пуçарулăх кăтарт. Лидер пул» девизпа ирттернĕ. Унта Хусанти вăтам пĕлӳ паракан заведенисемпе хушма пĕлӳ паракан шкулсенче вĕренекен аслă классенчи 200 ача, 20 вĕрентекен хутшăнчĕ. Тĕлпулăва психологсем, врач-эпидемиологсем пынă. Мероприятие йĕркелекенсем ачасемпе конкурссем ирттерчĕç, ташă тăхтавĕсем те пулчĕç. Паллах, тĕп тема, СПИД, чир хăрушлăхĕ çинчен ăнлантарни пулчĕ.
Кашни çуралнă кунах торт çинче пĕрер çурта хушăнать, нумай пулĕç-и вĕсем санăн, хăвăнтан килет.
 
Асăнар-ха тепĕр хут СПИД çулĕсене:
Укол тунă чух; кашни çынна уйрăм йĕппе иньекци тумасан.
Чирлĕ çынпа ар çыхăнăвне кĕрсен.
Ушкăнпа пĕр йĕппе наркотиксем чикнĕ чух.
Чирлĕ амăшĕнчен варти ачине ерет.
Чирлĕ амăшĕ сывă ачине кăкăр çитернĕ чух.
Суран çине чирлĕ çын юнĕ лексен.
ВИЧ ернĕ донор юнне ярсан.
 
: 1132, Хаçат: 49 (727)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: