Экологие пула та-и, сывлăха пула та-и – юлашки çулсенче питĕ нумай инвалид-ачасем çуралаççĕ. Ним тума та çук. Вĕсене ӳстермелле, вĕсен çумĕнче куç-хăлха пулса пурăнмалла. Урăхла каласан – ача сачĕ те, шкулĕ те килте, ашшĕ-амăшĕ çумĕнче.
2002 çулта Çĕнĕ çул умĕн, декабрĕн 30-мĕшĕнче, Хусанта Шмидт урамĕнче инвалид-ачасем валли «Здравушка» реабилитаци центрĕ уçăлчĕ. Патшалăх учрежденийĕ пĕчĕк ачасене тĕрлĕ чирсенчен сыватма тĕллев лартнă. Уйрăмах алă-ура «ĕçлеменнисене» пысăк витĕм кӳреççĕ.
Центрта виçĕ уйрăм ĕçлет: диагностикăпа медицина реабилитацийĕ, социаллă тата психологи реабилитацийĕ, шкула кайманнисен уйрăмĕ. Çаплах «Здравушка» ĕçĕ виçĕ юхăмпа пурнăçланса пырать: кăнтăрлахи стационара çӳрекенсем валли 45 вырăн, амбулаторире сывалакансем тин кăна çуралнисенчен пуçласа 18-ра çитиччен çӳрекенсем 15 ача тата «Анне + ача» ушкăн вăй илсе пырать. Унта, паллах, амăшĕсене психологсем пулăшу параççĕ. Пĕтĕм çăмăллăх центрта тӳлевсĕр.
Анчах та кашни ача çулталăкне пĕр хут çеç икĕ уйăх реабилитаци иртме пултарать. Ку, паллах, çакăн пек центрсем сахалрах пулнине пĕлтерет. Хусанта кунсăр пуçне тата иккĕ кăна.
Инвалид-ачасен шучĕ вара паянхи куна Хусанта кăна тăватă пин. Вĕсенчен пĕр пинĕ колясочниксем.
Кăçал «Здравушка» пилĕк çул тултарчĕ. Ăна уявламашкăн ачасем ашшĕ-амăшĕсемпе Офицерсен çуртне хитре тумланса килнĕ. Зал тулли халăх. Вĕсене саламлама тĕрлĕ министерствăсенчен те килнĕ. Салам сăмахĕсемпе пĕрле вĕсем хаклă парнесем те пачĕç. Юлашкинчен «Здравушка» ачисем концерт кăтартрĕç.