Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Нурлатра, Аксура, Çарăмсан районӗнче концерт­сем йӗркелесе «Хусан чă­вашӗсем» ушкăн кура­кан­­сене хăйӗн юбилейлă альбомӗнчи çӗнӗ юрăсемпе паллаштарчӗ. Районсенче пурăнакан йăхташсене пысăк профессионалсен шайӗнче хатӗрленӗ программăна кăтартнисӗр пуçне Алексей Наумов ертсе пыракан ушкăнăн проекчӗн социаллă пӗлтерӗшне те палăртмалла. Тӗслӗхрен, Нур­латри концертран пу­хăн­нă укçине ушкăн Якуркел ялӗнчи чиркӗве тунă çӗре пачӗ. Çак ыркăмăллăх акцине Хусанти «Ак Барс» çамрăксен центрӗнче тӗпленекен «Мгновение» ташă теат­рӗ те хутшăнчӗ. Чăваш композиторӗн юррисене тутар, вырăс тата ытти халăхсен ташшисем илемлетрӗç. Тӗлпулусен сăнӳкерчӗкӗсем 12-мӗш страницăра. Черетлӗ концерт Хусанта ноябрӗн 29-мӗшӗнче пулӗ.

 
: 368, Хаçат: 43 (1186)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: