Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Владимир Вдовиченков хăйне уйрăм сăнарлă актер, вăйлă характерлă çынсен ролӗсем ăна çăмăллăн парăнаççӗ. Паллă, культ шайне çӗкленнӗ «Бумер», «Бригада» киносенче вылянисӗр пуçне тарăн шухăшлă, историпе çыхăннă картинăсенче те ӳкерӗннӗ вăл, сăмахран, «Время собирать камни», «Салют-7» (тӗнче космонавтикин историне кӗнӗ Владимир Джанибековпа Виктор Савиных космонавтсем çинчен ӳкернӗ фильмра Вдовиченков Джанибеков рольне вылянă. – Авт.), «Оптимисты» сериал, «Тарас Бульба», «Левиафан» тата ыттисем те. Çирӗп кăмăллă та яштака сăн-сăпатлăскер килӗшмесӗр пултараймасть. Вдовиченков вылянă сăнарӗсемпе асра çутă йӗр хăварать. ВГИКран 2001 çулта вӗренсе тухнă. Моссовет ячӗллӗ театрта ӗçлеме пуçланă, каярахпа Е.Вахтангов ячӗллӗ патшалăх академи театрне куçнă. «Кумир» преми лауреачӗ, 2012 çултанпа Раççейӗн тава тивӗçлӗ артисчӗ.

Кăçалхи августăн 13-мӗшӗнче вăл 45 çул çеç тултарчӗ пулин те хăйне вăл тахçанах çуралнă пек туять. Тӗрӗссипе каласан, унпа калаçма пуçласан чăнах та çапла туйăнать, пурнăçпа ӗç опычӗ пуян. Владимир Вдовиченковпа Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗнче паллашма тӳр килчӗ.

■ Лионелла МИХАЛЕВА калаçнă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 383, Хаçат: 43 (1186)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: