Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Пăвари драма театрĕнче районти Чăваш наципе культура центрĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
Килнĕ хăнасем умĕнче районти вĕрентӳ уйрăмĕн заведующийĕ И.И.Абзалов калаçни те питĕ хавхалантарчĕ: «Районта пуçламăш классене вĕрентекен 9 чăваш шкулĕ, унта 134 ача вĕренет. Сакăр ача садĕнче 174 ача пĕрремĕш пĕлĕве, сăвва-юрра чăваш чĕлхипе илет. Районти шкулсенче пурĕ 1300 чăваш ачи ăс пухать, вĕсенчен – 1094 ача чăваш чĕлхине вĕренет. Тăван халăхăмăрăн культурипе, историйĕпе, йăли-йĕркисемпе паллаштаракан 13 кружок ĕçлет. Чăваш чĕлхипе иртекен олимпиадăсенче те юлашки 9 çулта пирĕн район ачисем Хусанта, Шупашкарта та малти вырăнсем çĕнсе илме пултарчĕç. Апла пулсан, тăван чĕлхене вĕрентес ĕç районта лайăх пырать теме пулать».
«Ырă ĕç хăйне хăй мухтать», – теççĕ халăхра. Çавăнпа та В.Чернов ячĕллĕ агрофирма ертӳçи Ю.П.Чернов çинчен илтмен чăваш çук-тăр та районта. Вăл пур çĕрте те: ĕçре те, спорт енĕпе те пултаракан ачасем çинчен сăмахне пуçларĕ. Вĕренӳре «пиллĕк» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыракан ачасене вĕсен хуçалăхĕнче темиçе çул ĕнтĕ хавхалантару стипендийĕ параççĕ.
Пăва муниципаллă районĕнчи ЧНКЦ ертӳçи В.П.Бабайкин отчетлă докладĕнче çыравçăсен юбилей каçĕсене ирттерни, асăну хăмисем уçни çинчен каларĕ. «Чăвашсем пĕрле, туслă пулсан тин тĕрлĕ ыйтусене татса пама та, ĕçлеме те çăмăл», – терĕ вăл. Театр сцени çинче районта иртекен ĕçсене активлă хутшăннăшăн, культурăна аталанма пулăшнăшăн республикăри ЧНКА панă хисеп хучĕсене А.А.Никифорова, Ю.П.Чернова, Л.М. Тарасовăна, В.А.Ильина, М.И.Гайфуллина, Л.И.Ахметзяновăна парса чысларĕç.
«Сувар» хаçат редакторĕ К.А.Малышев Пăва районĕнчи ĕçсене ытти районсенчипе танлаштарчĕ. «Районта хăват пур, малашне те пуласса шанатăп», – терĕ вăл. Пуçтарăннă 120 делегат А.Шадриковпа Е.Корсакова юрланине питĕ кăмăлласа итленĕ хыççăн килĕсене таврăнас шутпа сехечĕсем çине те пăхкалама пуçланăччĕ ĕнтĕ, М.П.Вериялов тухса калани çак шухăша сирсе ячĕ. Ăна культурăллă мероприятисенче библиотекарьсемпе клуб ĕçченĕсем çителĕксĕр хутшăнни çак конференцинче чăвашлăх этеплĕхне аталантарас ĕçе тимлĕх паманни пăшăрхантарать тата ытти те.
«Критика вăл – пурнăç юсавĕ», – теççĕ халăхра. Вăл малалла лайăхрах ĕçлеме пулăшать.
Конференци районти ЧНКЦ ертӳçи пулма администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумне В.П.Бабайкина çирĕплетрĕ. Ĕç канашне 9 çынна суйларĕ: Ю.П. Чернов, А.А.Никифоров, В.В. Ярхунов, В.Н.Егоров, В.А.Ильин, М.П.Вериялов, Р.В.Дубова, В.П.Бабайкин, Р.И.Гордеев.
Вĕсем пурте районта паллă çынсем. Пăва районĕнчи чăвашлăха аталантарас ĕçре те çĕнĕ çынсем мар. Конференци малашлăха палăртса çакăн пек резолюци йышăнчĕ:
1. Пăва районĕнчи ялсенче Культура вучахĕсенче ĕçе вăйлатасси.
2. Чăвашсем пурăнакан ялсенче вывескăсене чăвашла çырасси.
3. Пултарулăх коллективĕсене наци костюмĕсемпе тивĕçтересси.
4. Халăх йăли-йĕркисемпе ирттерекен уявсене халăха йышлăрах явăçтарасси.
5. Элшелĕнче никĕсленекен «Тăхăрьял» музейне ТР Наци музейĕн филиалĕ шутне кĕртесси.
Пăвари ЧНКЦ планĕсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. Ĕçлес шухăшсем пысăк та пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ ушкăна ăнăçлă ĕçлеме сунатпăр.
 
: 1205, Хаçат: 49 (727)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: