Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере Хусанта халиччен курман та пулман çĕнĕлĕхпе паллашма тӳр килчĕ. Пĕтĕм Раççейĕпе Санкт-Петербург тата Мускав хулисем хыççăн Хусанта юр ирĕлтерекен комплекс уçăлчĕ. Вăл Атăл хĕрринче, «Главная» канализацин насус станцийĕн территорийĕнче вырнаçнă. Пункта Вахитов районĕн территорийĕнчи юра турттараççĕ. Çавăн пекех Атăлçи тата Советски районĕсенчен те кӳме май пур. Кăçал экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе Абжалилов урамĕнчи çӳп-çап вырăнне хупма йышăннă.
Юр ирĕлтерекен пункт çĕрĕн-кунĕн ĕçлет. Хула урамĕсенчен пуçтарăннă юра пĕр тăхтавсăр кӳме пулать. Енчен те бункерта вырăн пулмасан, ун çумĕнчи пысăк лаптăка тăкăнать. Бульдозер вара хăех хыртарса пырса бункера çитерет. Çак çĕнĕлĕхĕн технологийĕ питĕ ансат. 40 тăваткал метрлă шăтăка тимĕр решеткесемпе хупланă. Шăтăкра канализаци трубисенчен таса мар шыв юхать. Çав шыв ăшшипе (16 градус) юр ирĕлет те. Ирĕлнĕ шыв вара тасатакан сооружени витĕр Атăла юхса тухать.
Юрпа пĕрле хăйăр, чул тата тĕрлĕ çӳп-çап тиенет, паллах. Ăна та шута илнĕ. Юр ирĕлсе пынă май çӳп-çап тĕпне ларса юлать. Вĕсене кирлĕ таран тулса пынă май шăлса, тасатса тăраççĕ. Тулнине мĕнле пĕлмелле-ха? Кунта та компьютерсăр ĕç тухмасть. Техника пĕтĕмпех кăтартса, систерсе тăрать.
Хусан пуçлăхĕ Ильсур Метшин сăмахĕпе çакăн пек комплекссем хулара пĕрре мар пулĕ-ха. Тутарстан вара Мускавран яланах тĕслĕх илсе тăрĕ. Çĕнĕлĕхсем те пулсах пырĕç.
 
: 1186, Хаçат: 49 (727)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: