Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Çĕпрел» агрофирмăри Матак филиалĕшĕн 2007 çул ăнăçлă пулчĕ тесен йăнăш мар-тăр. Мĕншĕн тесен кăтартусем чăнах та япăх мар, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче. Аш-какай туса илесси, тĕслĕхрен, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, икĕ хут ӳснĕ. Хуçалăх мăйракаллă шултра выльăхсăр пуçне сысна та ĕрчетет. Чăваш Ишлĕ ялĕнче вырнаçнă сысна ферминче вĕсем 1000 пуç.
Ку отраслĕн ăнăçлăхĕ апат-çимĕç мĕн чухлĕ хатĕрленинче кăна мар, чи малтан ĕçлекенсен тăрăшулăхĕнчен килет. Тĕслĕхрен, пĕчĕк çураран сысна пуличчен ай-яй мĕн чухлĕ тар тăкмалла, вăхăтра апат панисĕр пуçне унăн сывлăхне те сăнаса тăмалла вĕт. Паллă ĕнтĕ, чирлешке çураран самăр сысна ӳсессе ан та кĕт. Кунта ĕçлекен Елизавета Сарафанова çак тĕп правилăна яланах асра тытать. Ахальтен мар-çке вăл 35 çул сысна пăхать. Çулталăкне пĕр çура шутласан та 35 пуç пухăнать те, пĕтĕмпе миçе сысна ӳстернин шучĕ те çук. Халĕ те унăн участокĕнче çăвăрланă 30 пуç ама, 200 çура. Пĕчĕк чух-чухсене 3-4 уйăха çитиччен, тĕрĕсрех каласан, 30-40 килограмм тайиччен пăхмалла-мĕн.
Ку ĕçре, паллах, пĕччен çăмăл мар, Елизавета Ильиничнăпа акă миçе çул ĕнтĕ унăн мăшăрĕ Иван Николаевич (вăхăтĕнче бригадир пулнă) юнашар тăрăшать. Мăшăрĕ кăна-и-ха, ачи-пăчи те. Çемйи вара Сарафановсен пĕчĕк мар: икĕ хĕрпе пилĕк ывăл. Чăн та, вĕсем пурте ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Апла пулин те пушă вăхăт тупăнсан ашшĕ-амăшне пулăшма фермăна килме ӳркенмеççĕ.
Ĕçе ячĕшĕн кăна тума хăнăхман ку чăвашсем. Фермăна кĕрсен те акă вĕсен участокĕ ыттисенчен тирпейлĕрех пулни тӳрех куç тĕлне пулчĕ. Ĕçе мăшăр килти пекех йĕркеленĕ ахăр, тĕслĕхрен, сыснасем валли апат йăтассишĕн ытларах Иван Николаевич яваплă пулсан, тирпейшĕн Елизавета Ильинична тăрăшни палăрчĕ.
Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни (Сарафановсем çемье подрячĕпе те ĕçленĕ. –Авт.) ашшĕ-амăшне паян ят-сум хушать. Ара, ывăлĕсемпе хĕрĕсем урамра ахаль çапкаланса çӳремен вĕт, усал йăлана хăнăхса пите хĕретмен. Пурте тенĕ пекех аслă пĕлӳллĕ. Çемье ялта яланах тĕслĕхлисен шутĕнче.
Ĕçре пиçĕхни ывăлĕсене пурнăçра сахал мар пулăшать. Тĕслĕхрен, сывлăх çирĕп маррине кура паян нумайăшĕ салтака каяймасть. Сарафановсен вара мĕнпур ывăлĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Çак çулсенче кăна салтак тумне хывнă-ха вĕсем. Эпир мăшăрпа тĕл пулнă кун та çемьере икĕ пысăк савăнăç пулнине пĕлтерчĕç. Тин çеç çуралнă тăваттăмĕш мăнукне, пĕчĕк Кристинăна, больницăран илсе килнĕ, çарти ывăлĕ Андрей салтакран таврăннă иккен.
Чĕрене шăнăçайми савăнăç пулсан та мăшăр каçхи ĕçе вăхăтра çитрĕ. Тепĕр тесен, ял çынни хăçан канни пур? Елизавета Ильинична акă çичĕ ача çуратса та декрет отпускĕ мĕн иккенне пĕлменпе пĕрех.
– Аслипе икĕ уйăх кăна килте ларнă эпĕ, кĕçĕн ывăлпа хĕр çуралсан пĕрер çулталăк каннăччĕ, – пĕлтерчĕ кил хуçи арăмĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте лармасть-ха вăл, мăшăрĕпе юнашар кашни кун ĕçе çӳрет. Вăй пур чухне мĕншĕн ĕçлес мар, ача-пăчана ура çине тăратма укçа-тенки сахал мар кирлĕ вĕт, кунсăр пуçне тепĕр тăватă ачин туйне кĕрлеттермелле-ха вĕсен, кĕçĕн ывăлĕ Ванюш çуркунне салтакран таврăнасса кĕтмелле.
Анчах ял ĕçченне тивĕçлĕ тимлĕх уйăрасси йăлара мар çав пирĕн çĕршывра. Совет самани вăхăтĕнче премипе, парнепе е Хисеп хучĕпе хавхалантарнă пулсан, халĕ вуçех манчĕç. 35 çул пĕр тăтăш сысна ферминче тăрăшакан Сарафановсене те хуçалăх чыслама васкамасть ахăр. Хисепĕ пулмасан та ĕçрен пĕр кун та юлмаççĕ вĕсем, хăйсем çине шанса малалла пурăнаççĕ.
 
: 1391, Хаçат: 49 (727)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: