Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăхăн пултаруллă çамрăкĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе, тăван чĕлхе патне интерес çухатас мар, ăна аталантарас тесе ТР Вĕрентӳпе наука министерстви шкул ачисем хушшинче «Тутарстан – пирĕн тăван кил!» республика шайĕнчи конкурс ирттерчĕ.
Конкурса вун пилĕк чĕлхепе çырнă 389 пултарулăх ĕçне тăратнă. Жюри çак ĕçсене питĕ пысăк паллăпа хакланă. Пĕрремĕш вырăна 14 вĕренекен йышăннă. Иккĕмĕшĕ те çав шайрах. 10 конкурсант виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Чăваш ачисем те çак конкурса хаваспах хутшăннă. Малти вырăнсем илни те савăнтарать, паллах. Пĕрремĕш вырăна Лениногорски районĕнчи Çĕнĕ Шешкел вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Екатерина Мрясова йышăннă. Кунта, паллах, чăваш чĕлхипе литература учителĕн Ирина Исаевăн тӳпи те пĕчĕк мар. Иккĕмĕш вырăна Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки шкулĕн вĕренекенĕ Анна Максимова (8-мĕш класс) йышăннă. Шел, чирленине пула вăл Хусана килеймен. Пăва районĕнчи Рункă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем вара икĕ вырăна тивĕçнĕ. Виççĕмĕшне – 9-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Сайкин, тăваттăмĕшне – 11-мĕш класс хĕрĕ Римма Митрофанова йышăннă. Çирĕм çул хушши чăваш чĕлхипе литературин урокĕсене илсе пыракан Светлана Арсентьевна Блинова каланă тăрăх Рункă шкулĕ яланах çакăн пек конкурссене хутшăнать. Малти вырăнсем йышăнни те сахал мар пулнă.
Конкурсантсене саламлама Президент Аппаратĕнчен, Министрсен Кабинетĕнчен тата ТР Вĕрентӳпе наука министерствипе Культура министерствинчен килнĕ. Хĕрсемпе каччăсене дипломсем парса тата хаклă парнесем тыттарса хавхалантарчĕç.
Эпир конкурсра суйласа илнĕ хайлавсене 2008 çулта «Сувар» хаçатра пичетлесе кăларăпăр.
2007-2008 вĕренӳ çӳлĕнче 27 наци ачисем валли Тутарстанра 52 вырсарни шкулĕ ĕçлет. Грузин, чечен, азербайджан, армян тата ытти халăхсем хăйсен культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине вĕренеççĕ.
 
: 1261, Хаçат: 49 (727)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: