Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çакăн пек ятпа пыракан марафон вӗçленсе пырать. Çамрăксен пӗрлешӗвӗсен активисчӗсем хуласемпе районсенче акцисем ирттереççӗ. Вӗсен тӗллевӗ – Патшалăх Думин депутачӗсене суйлани кашни çыншăн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине ăнлантарасси. Активистсем иртен-çӳренсемпе калаçаççӗ, сасăлавра хутшăннин кирлӗлӗхне ăнлантарса параççӗ, сентябрӗн 18-мӗшӗнче суйлав участокӗсене килсе суйлама чӗнеççӗ.

Волонтерсен ушкăнӗ Хусан федераллă университечӗн историпе хӗвелтухăç тӗпчевӗн институтӗнче ӗçлерӗ. Республикăн электронлă картти умӗнче сăн ӳкерӗнме студентсем кăна мар, преподавательсем те кăмăл турӗç. Акцие хутшăнса студентсемпе Тутарстанри Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн çумӗ Валентина Каменькова тӗл пулчӗ. «Çакнашкал тӗлпулусене эпир республикăри чылай аслă шкулта ирттертӗмӗр. Çамрăксен ыйтусем нумай, вӗсем суйлавсемпе активлăн кăсăкланаççӗ. Пирӗн Тутарстанра халăхăн виççӗмӗш пайӗ – çамрăксем. Ман шутпа, паян вӗсем тӗп суйлавçăсем, малашлăх вӗсен аллинче. Çамрăксен гражданла хастарлăхӗ тата кăмăлӗ мана савăнтарать», – тесе каларӗ Валентина Каменькова.

Ляйсан Марсутдиновăшăн çывхаракан суйлавсем пурнăçӗнче пӗрремӗш пулаççӗ. Хăй 19 çул тултарнă кун вăл сасăлама каять. «Иртнӗ çул Президента суйланă чухне (2015 çулхи сентябрӗн 13-мӗшӗ. –Ред.) мана 18 тултарма темиçе кун кăна юлнăччӗ, эпӗ суйлава хутшăнаймасăр юлтăм. Кăçал сентябрӗн 18-мӗшӗнче маншăн иккӗллӗ уяв пулать», – терӗ хӗпӗртенине пытармасăр хӗр. Ляйсан сасăлама хăй кăна каймасть, юлташӗсене те чӗнет. Студентка «Тутарстана юрататăп! Суйлава каятăп!» марафона ирттерекенсен командине кӗнӗ. Çак акцисем вырсарникунчченех иртӗç.

 

 
: 290, Хаçат: 36 (1179)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: