Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Ирпе автан авăтсан» ятлă спектакль лартрĕ. Хуçалăх ертӳçисем кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа ял ĕçченĕсене тӳлевсĕрех кану каçĕ парнелерĕç.
«Выльăхсем веç ăнланаççĕ, вĕсен чĕлхи кăна çук», – тенине пурсăмăр та илтнĕ. Ку спектакльте автор М.Ладо выльăх тусĕсене этем чĕлхипе калаçтарса паянхи пурнăçри проблемăсене куракансен умне тата та çивĕчрех кăларса тăратать. Çак тематикăна Çамрăксен театрĕ хăйĕн репертуарне суйласа илни вăрахах мар-ха, çапах спектакль куракансене кашнинчех йышлă пуçтарать.
Çамрăк та пултаруллă артистсенчен пĕри – Ольга Михайлова. Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас-Кушкă ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Шупашкарти культурăпа искусство институтне актер ăсталăхĕ уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн вĕреннĕ хушăрах Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме тытăннă. «Оля питĕ маттур. Лава туртса пыракансенчен пĕри вăл пирĕн», – теççĕ ун çинчен ĕçтешĕсем. «Ирпе автан авăтсан» спектакльте вăл сысна рольне вылять.
– Оля, пурнăçăрта артист пулмасан ăçта ĕçленĕ, кам пулнă пулăттăрччĕ?
– Ташланă пулăттăм, мĕн пĕчĕкренех ташлама юрататăп. Е хам пурнăçа милици ĕçĕпе çыхăнтарнă пулăттăм, вĕсен ĕçĕ питĕ кăмăла каять.
– Сцена çинче вылянă чух сăнарсене уçса пама мĕнле çĕнĕ меслетсем çуралаççĕ?
– Театрăн никĕсĕ çавах ĕнтĕ. Çĕнĕлĕхсем те, выляни те саманапа пĕрле улшăнать. Самана хăй пирĕн вĕрентекен пулса пырать. Хальхи куракан ыйтнине тивĕçтерме тăрăшатпăр.
– Ĕлĕк спектакльсем тулли залсемпе иртетчĕç, куракансем хушшинче çамрăк çынсем питĕ нумайччĕ. Халĕ çамрăксем театра çӳреççĕ-и?
– Хальхи самана телевиденипе, компьютер тĕнчипе ытларах çыхăннă май театра пусарать. Пĕрисем телевизор умĕнче лараççĕ, теприсем интернетра чакаланаççĕ, виççĕмĕшсем кĕнеке вулаççĕ тейĕпĕр, урамра хăйсен вăхăтне мĕнле ирттермеллине пĕлмесĕр çӳрекенсем театра килсе курсан сĕре аван пулĕччĕ. Акăлчан драматургĕ Шекспир каларăшле: «Пурнăç вăл – хăй те театр». Çамрăксем хăйсен пурнăçĕнчи театра тимлĕх уйăрни, пĕтĕмĕшлех вĕсен интеллект шайĕнчен, тавракурăм аталанăвĕнчен килет.
– Çамрăксен театрĕ çамрăксен проблемисене татса параять-и?
– Çамрăксен театрĕ çамрăксене тĕрлĕ ыйтусем çине тĕрĕс хуравлама пулăшать. Пирĕн репертуарта хальхи вăхăтра тĕрлĕ проблемăллă ыйтусене татса паракан, наркотиксемпе туслашса кайни, ĕçкĕ-çикĕ çинчен пьесăсем пур. Ку вăл çапла пурăнмаллине пĕлтермест, пачах урăхла, ун пек тума юраманни пирки асăрхаттарать. Сцена çинчи персонажсен йăнăшĕсене тума чарма пулăшать.
– Халĕ «театрсем вилнĕ вăхăт» теççĕ халăхра. Эсир мĕнле шутлатăр?
– Килĕшместĕп. Театр нихăçан та вилмест, мĕншĕн тесен вăл авалтан-авалтан пулнă япала. Вилмелле пулсан, вăл маларах вилнĕ пулĕччĕ. Талантлă режиссерсем, ертӳçĕсем, çыравçăсем, актерсем пулсан – театр пулать.
Театр – вилĕмсĕр!
 
: 1298, Хаçат: 48 (726), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: