Кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери почта кунне тата Вырăс чĕлхи çулĕнче Пĕтĕм тĕнчери çыру эрнине паллă тунă май, «Раççей почти» тата «Учительская газета» «Чи лайăх çыру урокĕ» Пĕтĕм Раççей конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Ăна ирттерме çавăн пекех РФ Вĕрентӳ министерстви, Раççей вĕрентӳ академийĕ, РФ Патшалăх Думин Вĕрентӳпе наука комитечĕ, Мускав хулин Вĕрентӳ департаменчĕ хутшăннă.

Пиллĕкмĕш çул иртекен конкурс шкул ачисенче çыру çыраслăха аталантарать. Ара, çыру аякри çывăх çынсемпе хыпарсемпе кăна мар, хăвăн шухăшусемпе те, туйăмусемпе те ылмашăнма май парать-çке. 2003-2007 çулсенче конкурса 1,5 миллион шкул ачи, çĕр-çĕр талантлă педагог, библиотекарь, почта, таврапĕлӳ музейĕн ĕçченĕсем хутшăннă. Кăçал унта 5554 шкул, 15365 класс хутшăннă. «Чи лайăх çыру урокĕнче» шкулсенче, колледжсенче, гимназисенче, профессиллĕ вĕренӳ заведенийĕсенче, аслă шкулсенче çырнă 262266 çырăва тата учительсен 1407 методикăлла ĕçне шута илнĕ.
Конкурса пĕтĕмлетнĕ май çырусене çак номинацисенче палăртрĕç: «Методика енчен çыру урокне чи лайăх йĕркелени», «Юлташ патне çыратăп. Ман пурнăçри асра юлнă пулăм», «Сана хамăн Тăван çĕршыв çинчен каласа парас килет», «Çемье патне çыратăп», «Манăн вĕрентекене», «Президент патне çыратăп», «Ветеран патне çыратăп». Яланхи пекех конкурс çинчен хайланă сăвăсене те пăхса тухрĕç.
Савăнăçлă хыпар: конкурсăн «Ветеран патне çыратăп» номинацийĕнче кăçал пирĕн ентеш, Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Наталия ВАСИКОВА виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Свердловск тата Псков облаçĕсен шкулĕсенче вĕренекенсем йышăнчĕç, Самар, Брянск облаçĕсен, Санкт-Петербург хулин вĕренекенĕсем лауреат ятне илчĕç. Жюри çырусен пахалăхĕ ӳснине, материала çĕнĕлле формăпа йĕркелесси çулран çул аталанса пынине палăртрĕ.
«Раççей почти» ФПУП тата «Учительская газета» издательство çурчĕ» ХАО черетлĕ «Чи лайăх çыру урокĕ» VI Пĕтĕм Раççей конкурсĕ пуçланни çинчен пĕлтереççĕ. Унта хутшăнас текенсен тĕплĕнрех (495) 923-73-94 телефонпа шăнкăравласа е pr@ug.ru электронлă адреспа çырса ыйтса пĕлме пулать.
Пултаруллă чăваш хĕрне Наташа Васиковăна çĕнтерӳпе саламлатпăр, вĕренӳре ăнăçу сунатпăр. Тăван шкулăн, хăвна вĕрентекенсен ятне тата та çӳле çĕклеме тăрăш. Маттур!