Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хуть те мĕн калăр та – çар тумĕллĕ каччăна курсан пĕр хĕрупраç чĕри те тикĕссĕн тапмасть. Çар çынни-и вăл, милиционер-и е тата кам-тăр – илемлĕ формăллă çын çине пăхас та пăхас килет. Аксу районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмĕнче тăрăшакан Александр Альдиванов çине те Аксу хĕрĕсем ăмсанса пăхаççĕ-тĕр. Урăхла пулма та пултараймасть: ăслă, маттур, яштака, ырă кăмăллă, спортпа туслă, юратнă ĕçĕшĕн чунне пама хатĕр, çамрăк пулин те кашни çынпах пĕр чĕлхе тупма пĕлет... Сашăн ырă енĕсене хисеплесе те пĕтереймĕн. Пуçлăхсем те унăн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Мĕн хушнине çийĕнчех пурнăçлать милицин участковăй уполномоченнăйĕсен службин инспекторĕ, кам мĕнле ĕç туни пирки отчетсем хатĕрлесе пуçлăхсем патне вăхăтлă çитерет.
«Ыйтрăм эпĕ Кольăран:
Ӳссен эсĕ кам пулан?...
Коля:«Конюх пулап, – тет, –
Лашасене пăхап», – тет»...
Ку сăвва кашни чăваш ачиех пĕлет. Ача чухне Сашăна çакнашкал ыйту паракансем çапларах хурав илтнĕ пулинех:
«Эп милици пулап, – тет, –
Бандитсене тытап», – тет».
Çапах та мĕншĕн çак профессие суйласа илнĕ вăл? Ара, ашшĕ милицире ĕçленине курса ӳсекен ывăл тата мĕнле професси пирки ĕмĕтлентĕр-ха? Паллах, ашшĕ пек пулас килнĕ унăн. Борис Александрович, Сашăн ашшĕ, милицире нумай çул ĕçленĕ, халĕ Аксу районĕн прокуратуринче тăрăшать. Альдивановсен аслă ывăлĕ те шалти ĕçсен уйрăмĕнчех вăй хурать, Денис – следователь. Ашшĕпе пиччĕшĕ Сашăна кирлĕ канашсем парсах тăраççĕ. Ачаран çак професси «сывлăшĕпе сывласа» ӳснĕрен çамрăка, хăй каланă тăрăх, кунта ĕçлеме пĕртте йывăр мар.
Саша Альдиванов Аксури 3-мĕш номерлĕ шкула пĕтерсен Елабугăри милицисен шкулне вĕренме кĕнĕ. Çĕнĕ çул умĕн, тĕрĕсрех каласан декабрĕн 24-мĕшĕнче, алла диплом илет çамрăк.
– Çакăнпа кăна чарăнса тăрас килмест-ха, çитес çул Хусанти юридици институтне вĕренме кĕмешкĕн ĕмĕтленетĕп, – малашнехи планĕсемпе паллаштарать Александр.
Каччăн ĕмĕчĕ пурнăçланасси пирки иккĕленме кирлĕ те мар: вун тăххăрта кăна пулин те, вăл ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама хăнăхнă. Саша шкулта вĕреннĕ чух аслисенчен тĕслĕх илнĕ, вĕсенчен вĕреннĕ, халĕ вара хăй кама кирлĕ, ăна вĕрентме пултарать. Пĕр сăмахпа, Александр Альдиванов – çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.
 
: 1302, Хаçат: 48 (726), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: