Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (26.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Гуси-лебедипе» ĕçе вĕçлер-ха, унтан «Винни-Пуха» пăхăпăр»... Ахаль çын итлесе тăрсан сăмах мĕн çинчен пынине тӳрех ăнланса та илеймĕ. Тĕрĕссипе, кунта тĕлĕнмелли нимĕн те çук, ку – кондитерсен кулленхи калаçу чĕлхи. Ахальтен мар-çке çак професси çыннисен ĕç вырăнĕ те ыттисенни пек мар, кунта «Ассорти», «Зефир» тата ытти тутлă çимĕç уйрăмĕ пур.
Сăмах май, чĕлхене çăтса ямалла тутлă зефира хатĕрлеме мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ тетĕр? Хуравлатăп – виçĕ кун. Чистай кондитерĕсем каланă тăрăх, ăна çак вăхăтран каярах тытсан, чăн-чăн зефир пулмасть. Ку кăна та мар, пылак çимĕç чуна парса ĕçленине юратать иккен. Акă мĕншĕн кондитерсем лавккасенче хăйсен продукцине тирпейсĕр тыткалакан сутуçа курсан асăрхаттармасăр чăтаймаççĕ.
– Эпир кашни канфет-пĕремĕке куç пек упратпăр, асăрханса тытатпăр, вĕсем пур – тирпейсĕр хăтланаççĕ,– чунне уçать вăтăр çул ытла тăрăшакан Л.Чиненкова лаборантка.
«Чистай кондитер фабрикин» историйĕ 1930 çултан пуçланать, чăн та, малтан сăра путвалĕ кăна пулнă вăл, каярах Горпищекомбинат, унтан аренда предприятийĕ, 1996 çултанпа «Чистай кондитер фабрики» УАО. Ячĕ темиçе хут улшăннă пулин те «Театральная помадка» пек канфетсем вун-вун çул пĕр тăтăш тухса тăраççĕ, рецепчĕ те улшăнман. Халăх халĕ те питĕ юратса туянать вĕсене.
Фабрика паян чылай пысăк предприяти. Икĕ цехра 160 тĕрлĕ продукци: карамель, канфет, зефир, мармелад, ирис, драже, пĕремĕк, печени, щербет, лукум, кĕсел, пылак шывсем, квас тата ыттине кăларать. Чистай канфет- пĕремĕкне республикăра кăна мар, Ульяновск, Оренбург, Самар, Раççейĕн ытти регионĕсенче халăх юратать. Сăлтавĕ те паллă: продукцие экологи енчен таса чĕртавартан (ăна Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кӳреççĕ) кăна хатĕрлеççĕ.
– Килтисем ытти фабрикăн канфет-пĕремĕкне хыпса та пăхмаççĕ темелле, хамăрăннине кăна юратаççĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн фабрикăн пылак çимĕçĕ тутлă тата сывлăхшăн сиенлĕ мар,– пĕлтереççĕ Л.Шамаевăпа Р.Давлетшина кондитерсем.
Продукци паха пулнине Чистай фабрики Хусан, Ĕпхӳ, Шупашкар, Мускав хулисенче иртнĕ конкурссенче 26 диплома тивĕçни те çирĕплетет. «Ассорти», «Метеорит» канфетсем, «Бобруйский» зефир, «Каргатские» пĕремĕк, «Вася-василек» шоколадлă карамель вара 2002-2004 çулсенче «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсăн лауреачĕ пулнă. Кăçал тата «Ассорти», «Прометей» канфетсем те лауреат пулас шанăç пур.
«Чистай кондитер фабрики» УАОн продукцийĕ мĕншĕн чĕлхене çăтса ямалла тутлă тетĕр? Сăлтавĕ – ăсталăхра. Мĕншĕн тесен паян фабрикăра пилĕк çултан кая ĕçлекен çук. Чи çамрăкки те Е.Манячкина мастер, вăл кунта ултă çул тăрăшать. Фабрикăн генеральнăй директорĕ В.Шеботнева хăй те ĕç процесĕн кашни тапхăрне куç хупса пĕлет. Валентина Михайловна кунта шкул хыççăнах килнĕ вĕт. Малтан ахаль ĕçчен, каярах лаборантка, мастер, пулнă. Кондитер ăсталăхне Мускаври апат-çимĕç промышленноçĕн институтĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕскер, халĕ фабрикăна 10 çул ĕнтĕ пĕр тăтăш ертсе пырать. Çак вăхăтра тăван предприятийĕ сахал мар çитĕнӳсем тунă.
Чи тутлă цехсенчен пĕрин, канфет, зефир, мармелад хатĕрлекеннин ертӳçи вара пирĕн йăхташ, Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар хĕрĕ Валентина Казакова.
Валентина Ильинична та профессионал-кондитер. Вăл ку фабрикăра 31-мĕш çул тăрăшать. Вăл та кунта шкул хыççăнах килнĕ. Ахаль ĕçченрен ĕç çулне пуçланă та ĕç картлашкипе майпен çӳлелле хăпарса цех начальникне çитнĕ.
– Килте пĕремĕк-печени пĕçерсе аппаланмастăр пуль?– кăсăклантăм чăваш хĕрарăмĕнчен.
– Унсăр мĕнле, чăн та, ачасем пĕчĕк чух чустапа час-час аппаланаттăм-ха, халĕ вĕсем ӳссе килтен саланчĕç, ашшĕпе иксĕмĕр пылака пит юратсах каймастпăр, çавăнпа хутран-ситрен кăна печени таврашне пĕçеркелетĕп,– йăл кулать цех начальникĕ.
31 çул тăрăшса тивĕçнĕ Хисеп хучĕсен шучĕ те çук йăхташăмăрăн. Амăшĕн ĕçĕ мĕнле пулнине унăн икĕ хĕрĕ Ольăпа Люся та аван чухлаççĕ, кунта ĕçлекенсен ачисемпе пĕрле вĕсем те çуллахи каникул вăхăтĕнче фабрикăра ĕçлесе курнă вĕт. Люся алла диплом илсен бухгалтерта та пĕр хушă тăрăшнă.
Пирĕншĕн, ахаль потребительсемшĕн, канфет-пĕремĕке мĕнле хатĕрлени тепĕр чух интереслентермест те. Ăна пĕр сăмахпа «тутлă» е «тутлă мар» тесе çеç хаклатпăр. Тĕрĕссипе, пылак çимĕçсем пирĕн сĕтелсем çине çитчĕр тесен сахал мар тар тăкмалла- мĕн. Кондитерсен кунне хăш чухне 12 сехетрен кая мар ĕçлеме тивет. Çитменнине тата алă вĕççĕн пурнăçламалли ĕçсем те çук мар. Кирлĕ оборудовани йăлтах пур-ха, анчах хăш-пĕр пылак çимĕçе коробкăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн, тирпейлĕн кондитерăн хăйĕн тултармалла. Çапла кунне кашни 10-15 коробка тултарать.
Вĕсемшĕн каллех хĕрӳ ĕç вăхăчĕ çывхарать. Çĕнĕ çул валли парнесем, пакетсем хатĕрлемелле вĕт. Заказсем вара Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килеççĕ. Пылак çимĕçе уяв сĕтелĕ тĕлне вăхăтлă çитерес тесе вăйне хĕрхенмеççĕ чистайсем. Хĕл Мучи пек, халăха вĕсем те савăнтарма васкаççĕ-çке.
 
: 1323, Хаçат: 48 (726)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: