«Тутарстан суйлава хатĕр», – çапла пĕлтерчĕ республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Анатолий Фомин ытларикун журналистсене.
– Кашни суйлав кампанийĕ хăйне евĕрлĕ тетпĕр-ха, анчах кăçалхи ыттисенчен те уйрăлса тăрать. Апла-тăк политикăра улшăнусем пуласси куçкĕрет,– пĕлтерчĕ вăл. Ку суйлав кампанийĕнче çĕнĕлĕхсем, чăн та, сахал мар, пĕрремĕшĕнчен, Парламент суйлавĕн историйĕнче Совет Союзĕ вăхăтĕнче те, халĕ те çĕршыв ертӳçи суйлав кампанине хутшăнни хальччен пулман. Кунсăр пуçне унта Федераллă Пухăвăн икĕ Председателĕ (Федераци Канашĕн, Патшалăх Думин) те, регионсен президенчĕсемпе кĕпĕрнаттăрсем çакăн пек йышпа хутшăнни те пĕрремĕш хут. Çакă çĕршыв влаçĕ ку суйлава пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет. Иккĕмĕшĕнчен, суйлав çĕнĕ системăпа иртет. Раççей Федерацийĕнче пĕрремĕш хут Представительлĕ орган парти списокĕпе йĕркеленет. Çавна кура Патшалăх Думине депутатсене кашни регион уйрăм мар, пĕтĕм Раççей парти тăрăх сасăлать. Суйлава миçе çын килнине кура хаклассине (порог явки) тата «пурне те хирĕç» графана пĕтернĕ. Патшалăх Думине кĕмелли пухнă сасăсен шутне ӳстернĕ. Политика партийĕсене укçа-тенкĕ уйăрасси те улшăннă-мĕн. Патшалăх Думине кĕнĕ партие (партин шалти ĕçĕсем валли) тăватă çул бюджетран укçа уйăрса тăраççĕ. Виçĕ процентлă барьера иртеймен партисен вара суйлав кампанийĕ валли уйăрнă укçана каялла патшалăха тавăрса пама тивет. Партисене тивĕçтерекен укçа çăлкуçĕсене, уйрăмах ют патшалăхран килекеннисене, çирĕппĕн тĕрĕслеме тытăннă.
Тутарстанра пурĕ 14 партин регионти уйрăмĕ. Вĕсем пурте конференцисем ирттернĕ. Хăйсен кандидачĕсене тăратнă, агитаци ирттернĕ. Телее, ку суйлав кампанийĕнче закона пăснă тĕслĕх пĕрре те пулман.
Ноябрь пуçламăшĕнче суйлав комиссийĕсене йĕркелесе суйлав участокĕсене уçнă. Суйлавçăсен списокĕсем те хатĕр, ку суйлава Тутарстанра пурĕ 2 миллион та 750 пин çын хутшăнмалла, вĕсенчен пирвайхи хут килекен çамрăксем (18 çул тултарнисем) 60 пин. Мĕнпур суйлав участокне бюллетеньсемпе (вĕсене патшалăхăн икĕ чĕлхипе вырăс тата тутар çырнă) галлографи маркисене çитернĕ. Пĕр сăмахпа, вырсарникун пире пурне те вырăнти суйлав участокĕсенче кĕтеççĕ, ан манăр – Раççей пуласлăхĕ хамăр алăра.