Раççей кунӗ патшалăх уявӗсенчен чи çамрăкки. Ăна çӗршывра 1994 çултанпа кăна паллă тăваççӗ-ха. 1990 çулхи июнӗн 12-мӗшӗнче Раççей патшалăхӗн суверенитечӗн декларацине алă пуснипе çыхăннă çак уява 2002 çултанпа Раççей кунӗ теме тытăннă.
Вăл патшалăхăн чи çамрăк уявӗ пулсан та, çӗршывăн уйрăлми пайӗ, çӗнӗ историйӗн пуçламăшӗ. Раççей Федерацийӗ паян кашни гражданин, кашни халăх çынни хăйне вăйлă патшалăхăн пайӗ пулнине туякан çӗнӗ общество йӗркелет. Раççей кунӗ патриотизм паллисемпе палăрса нацисен пӗрлӗхӗн, Тăван çӗршывăн хальхи тата малашлăхӗшӗн пӗрлехи яваплăх символӗ пулса тăчӗ. Вăл – халăхсен килӗшӳлӗхӗн, тăнăçлăхӗн, ирӗклӗхӗн уявӗ.
Тутарстан вара кăçал ăна темиçе кун паллă тума хатӗрленет. Мероприятисем июнӗн 10-мӗшӗнченех пуçланаççӗ. Чи паллисем: Алексеевски район центрӗнче июнӗн 12-мӗшӗнче иртекен чан янăравӗн «Алексеевские перезвоны», Свияжск утрав-хулара «Музыка веры» фестивальсем.
Хусанта уявăн тӗп тӳремӗ кăçал М.Горький ячӗллӗ парк пулать. Унта концерт, спорт ăмăртăвӗсем, Раççейӗн çӗнӗ историйӗпе кăсăкланакансен «Ăçта? Хăçан? Мӗн?» вăйă иртеççӗ. 14 çулти граждансене пӗрремӗш паспорта та унтах парӗç. 12 сехетре «Мы едины» баннер çине хуть кам та Раççей карттине илемлетме пултарать. Раççей кунӗн уявӗ мӗнпур район-хулара, ача-пăча кану лагерӗсенче, библиотекăсенче, çул çитменнисен клубӗсенче иртет.