Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хисеплӗ вулакансем, поэтсемпе писательсем, штатра тăман авторсем, Тутарстан тулашӗнче пурăнакан ентешсем! Сире пурсăра та ТР Пичет кунӗпе чунтан саламлатпăр. Çӗнӗ самана илсе килнӗ çак уяв республикăра чăваш хаçачӗ «Сувар» тухма тытăнсан йӗркеленчӗ. Йăлана кӗнӗ уяв журналистикăпа тата пичет ӗçӗпе çыхăннă çынсене кăна мар, мӗнпур вулакана пӗрлештерсе тăрать.

Анчах хальхи вăхăтра хаçат-журнал çырăнас ӗç çав тери йывăрпа шăвать. Мӗншӗн тесен кризиса пула пичет изданийӗсен хакӗсене ытла ӳстерсе ячӗç. Çапла районсенче чăваш чӗлхипе тухса тăракан «Ялав» (Пăва районӗ), «Туслăх» (Нурлат районӗ), «Ял пурнăçӗ» (Аксу районӗ), «Тăван ен» (Çӗпрел районӗ) дубляжлă хаçатсен çур çуллăх хакӗсем 640-690 тенке çитрӗç. «Сувар» хаçатăн ку енӗпе лару-тăру çăмăлрах пек, унăн хакӗ 485 тенке çити çеç хăпарчӗ. Ялта пурăнакан çыншăн ку хак та пысăк пулнине ăнланатпăр.

Никама та хальхи вăхăтра çăмăл теме çук, çапах начар вăхăт та иртсе каять вăл. Пӗр хупăннă хаçата çӗнӗрен чӗртсе тăратма вара питӗ те йывăр пулать. Паянхи кун эпир хамăр патра тухакан чăвашла хаçатсене çырăнса илсе вуламасăр пурăнма пуçласан, тиражсăр изданисене тытса тăма никам та бюджетран укçа уйăрса памӗ. Тăван чӗлхепе тухса тăракан хаçат вăл халăх барометрӗ. Миçе çемьере чăваш чӗлхи кирлӗ – çавăн чухлӗ хаçатăн тиражӗ. Çакна ăнланса, тӗрӗс йышăну тума ыйтатпăр сире, хисеплӗ вулакансем. Пӗр-пӗрне çухатар мар. Хамăр енчен хаçата тата интереслӗрех тума тăрăшăпăр.

 
: 325, Хаçат: 19 (1162), Категори: Çырăнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: