Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет тӗлӗнмелле ял, çыннисем вара тата та тӗлӗнмеллерех. Прокофьев пӗртăвансене кăна илер, Владимирпа Петр йӗкӗрешсем. Пурнăçри хăш-пӗр самантсене шута илмесен вӗсем уйрăлман та темелле. Пӗрле вӗреннӗ, çар хӗсметӗнче пулнă. Вӗсем çине пăхса йӗкӗрешсен хăйне евӗр çыхăну пуррине тепӗр хут çирӗплететӗн. Паян вӗсем виçӗ хутлă пысăк çуртра пурăнаççӗ, пӗр пайӗнче Володьăн çемйи, тепринче – Петьăн. Пӗрремӗш хутӗнче – кафе. Ку йӗкӗрешсен пӗрлехи ӗçӗ. Ӗçчен чăвашсем кунпа кăна çырлахман: тимӗр бетон япаласем тăвассипе пӗчӗк производство йӗркелесе янă, апат-çимӗç сутассипе лавкка уçнă. Пултăклă çын нимрен тем тума пултарать тени тӗрӗсех. Çакăн пек тӗслӗхсемпе тӗл пулсан, чăннипех те савăнатăн. Пултаруллă çынсем пур чухне ял пӗтмест, унран та ытларах – аталанать. Паллах, пӗртăвансемпе курса калаçас килчӗ. Владимир Прокофьев пире çемье ресторанӗнче кӗтсе илчӗ. Бизнес çыннисем сăмах ытла ваклама юратманнине пӗлетӗп, Владимир Захарович та малтанласа пит калаçасшăнах пулмарӗ, çутçанталăк сăпайлăхӗ пурри те сисӗнчӗ. Анчах юратнă ӗçӗ пирки сăмах хускатсан уçăлса кайрӗ, хавхалансах ӗçӗпе паллаштарма пикенчӗ.

■ Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 1696, Хаçат: 18 (1161)

Комментарисем:

Хĕветке (2016-05-21 22:52:28):
И.ТрифоноваПрокофье всен ашшĕн çулне тĕрĕсех ăнланман пек туйанать: 1929 сулхи мар-1926 е тата та маларах. 1929 çулхисене Аслă вăрçа илмен.

Эпех (2016-08-15 17:23:51):
Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă-ши ? Çавна пĕлекен пур-ши ?

Эпех (2016-08-15 17:23:51):
Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă-ши ? Çавна пĕлекен пур-ши ?

Эпех (2016-10-29 21:37:01):
Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă-ши ? Çавна пĕлекен пур-ши ?

Эпех (2016-11-04 20:27:14):
Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă-ши ? Çавна пĕлекен пур-ши ?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: