Аксу районӗнчи Савгачево пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулӗ республикăри чăваш шкулӗсенчен чи вăйлисенчен пӗри тесен те йăнăш мар. 2012 çулччен гимнази шутланнăскере ăмсанмалăх та пур. Ачасем кунтан çирӗп пӗлӳ никӗсӗпе, тӗрлӗ енчен аталанса тухаççӗ. Шкул спортра та вăйлă. Нота грамотине вӗренсех музыка инструменчӗсемпе калама, хăйсен аллипе тӗрлӗ техника пуçтарма вӗрентекен ял шкулӗсене час-часах тӗл пулаймăн.
Пӗлтӗрхи вӗренӳ çулне Савгачево шкулӗ ăнăçлă вӗçленине пӗрлехи патшалăх экзаменӗсен кăтартăвӗ тăрăх хаклама пулать. Вырăс чӗлхипе, математикăпа, физикăпа, биологипе республикăри вăтам кăтартуран икӗ бала яхăн кăна сахалрах пулнă шкулăн. Химипе, историпе, обществознанипе вара темиçе балл ирттернӗ те. Кăçал 11-мӗш класран 20 ача вӗренсе тухмалла. Шанатпăр, вӗсем те экзаменсене ăнăçлах тытӗç.
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75