Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2015 çулхи майăн 3-мӗшӗнче Иван Яковлевăн кӗçӗн мăнукӗн ачин Е.В.Павлован чӗри тапма пăрахнă. Ун умӗн темиçе кун маларах çеç «Канаш» хаçат ӗçченӗ Альбина Степанова Екатерина Всеволодовна патӗнче хăнара пулса хаклă асаилӗвӗсене çырса илнӗ.

 

Чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я. Яовлевăн йăх-несӗлӗсемпе пуçласа эпӗ студент вăхăтӗнче тӗл пулнă. Чă­ваш патшалăх университечӗн доценчӗ, «Çилçунат» литература пӗрлешӗвӗн ертӳçи В.Станьял (ун чухне вăл Мус­каври патшалăх университетӗнче стажировка иртнӗ) пире, пулас журналистсене, Мускава Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухакансен диплом-спектакльне курма пыма йыхăрчӗ. Çитсенех Хусан вокзалӗнче питӗ кăмăллă хыпар – Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн юратнă мăнукӗпе тӗлпулу йӗркелессине – пӗлтерчӗ. Ваганьково масарӗнче Иван Яковлев вилтăпри çине чӗрӗ чечексем хунă хыççăн эпир Ломоносов проспектне çул тытрăмăр. Акă эпир, 15 студент, университетран аякках мар вырнаçнă виçӗ пӳлӗмлӗ хваттерте. Пире çулланнă хӗрарăм, 17 çул тултариччен Чӗмпӗрте пурăннă Екатерина Алексеевна Некрасова кӗтсе илчӗ. Кукашшӗ çинчен нумай кăсăккине, пӗлтерӗшлине каласа кăтартрӗ. Шел, эпӗ, иккӗмӗш курс студентки, çав асаилӳсене хут çине çырса пыман. Анчах та ман унпа ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗксем сыхланса юлнă. Шăпа мана темиçе çултан ун ачисемпе – Екатеринăпа Владимир Павловсемпе – тӗлпулу парнелерӗ. Малтанхи курнăçусенчен пӗри Екатерина Всеволодовна Павлован – Е.А.Некрасован аслă хӗрӗн – çуртӗнче пулса иртрӗ. Эпир унпа Ульяновскра 1992 çулта паллашнăччӗ. Ун чухне Екатерина Всеволодовна мăн кукашшӗн тăван хулине чăваш хастарӗсен пу­хăвне килсе çитнӗччӗ. Сăлтавӗ – Пат­риарх уçнă Чӗмпӗр чăваш шкулӗ çу­мӗнчи чăваш чиркӗвне уçни. Тата ул­­тă çултан, 1998 çулта, Иван Яковлев йăх-несӗлӗсем пысăк делегаципе унăн 160 çулхи юбилейне килнӗччӗ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 469, Хаçат: 15 (1158), Категори: И.Я. Яковлева - 168 çул

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: