Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ хăйӗн юбилейне палăртма апрелӗн 20-мӗшне пӗр ахаль суйласа илмен. Çак кун вăл шăпах 20 çул тултарчӗ. Вӗрентӳ центрне Хусан администрацийӗн пуçлăхӗн йышăнăвӗпе 1995 çулта уçнă. Ăна тӗрлӗ халăх çыннисене, ачасенчен пуçласа аслисем таранах, хăйсен тăван чӗлхине вӗренме, культурипе паллашма май туса парас тӗллевпе йӗркеленӗ. Унсăр пуçне кăмăл тăвакансем кунта акăлчан, итали, поляк, хинди чӗлхисене вӗренме пултараççӗ. «Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ» вӗрентӳ центрӗн никӗсӗнче паянхи кун 20 наципе культура автономийӗн вырсарни шкулӗсем ӗçлеççӗ. Пӗтӗмпе вӗренекенсен шучӗ 300 ытла çынпа танлашать, çулӗсем те тӗрлӗрен – 4-ран пуçласа 90 çула çитичченех. «Енчен те ачасем пирӗн шкула тăван чӗлхене вӗренме çӳреççӗ пулсан, аслисемшӗн вăл хутшăну центрӗ пулса тăрать», – терӗ кун пирки вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили. Калас пулать, вăл çак учреждение шкула йӗркеленӗренпех ертсе пырать.

Юбилей каçне шкул вӗрентекенӗсем вӗрентӳ пособийӗсемпе программисен куравне тата, паллах, пысăк концерт хатӗрленӗ. Кашни халăх диаспори хутшăнчӗ унта. Вӗсен ташши-юррине курса итлеме кăмăллă пулчӗ. Юбилярсене саламлама ТР Вӗрентӳпе наука министерствин, Хусанти Вӗрентӳ управленийӗн представителӗсем килчӗç.

■ Ирина ТРИФОНОВА.
Туслăх çурчӗн сайтӗнчи сăнӳкерчӗк.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 379, Хаçат: 15 (1158)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: