Тутарстан халăхĕсен съездне ТР Культура министерствипе «Каzан-Казань» издательство та хăйĕнчен пай кĕртрĕç. Вĕсем кĕске вăхăт хушшинче капашсăр пысăк ĕç пурнăçларĕç, нумай нациллĕ халăхăн культурипе пурнăçне сăнлакан «Тутарстан – пирĕн пĕрлехи кил» альбом хатĕрлерĕç. Виçĕ чĕлхепе тухнă тĕслĕ альбома чи малтан съезд делегачĕсемпе хăнисен хаклама май пулчĕ, вĕсене ăна асăнмалăх парнелерĕç-çке. Альбома Тутарстанăн чи пултаруллă фотографĕсен: Р.Якуповăн, Е.Канаевăн, Э.Хакимовăн, В.Зотовăн, Ф. Губаевăн тата ыттисен сăнӳкерчĕкĕсене кĕртнĕ.
Вĕсен ĕçĕсемпе халĕ Хусан çыннисемпе хăнисен те паллашма май пур. Ноябрĕн 20-мĕшĕнче тĕп хулари «Хазине» наци галерейинче шăпах «Тутарстан – пирĕн пĕрлехи кил» фотокурав уçăлчĕ тата альбомăн презентацийĕ пулчĕ. Хаваслă церемоние ТР Культура министерствин регионсем тата нацисем хушшинчи çыхăну тата курав ĕçĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ Р.Сафиуллина, ТР ӳнер искусствисен музейĕн директорĕ Р.Нургалеева, альбомăн тĕп редакторĕ Ю.Балашов, кăларăма хатĕрлекен тата макет авторĕ, фотограф Ф.Губаев хутшăнса сăмах каларĕç. Альбома кăларма хастар хутшăннă: Ю.Балашова, Ф.Губаева, пултаруллă фотографсене, Тутарстанри Халăхсен наципе культура пĕрлешĕвĕсен ассоциацине, ТР патшалăх ӳнер искусствисен музейне, ТР наци музейне ТР Культура министерстви тав туса асăнмалăх парнесем пачĕ. Ун хыççăн ТР АНКОри халăхсен представителĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.