Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 32- 34№№)

– Эпĕ те çапла каларăм, тенкел те тĕртсе патăм – лармарĕ, – терĕ хĕрĕ.

Амăшĕ çийĕнчи кофтине хывса пăтана çакса хучĕ.

– Эсир анне патне килнĕ пулĕ-ха, çывăрать вăл, ĕшеннĕччĕ паян.

– Индири, мана палламарăн-и? Кравцов Владимир Константинович. Çак ят сана нимĕн те каламасть-и?

Ахаль те пысăк куçлă Индирин куçĕсем тĕлĕннипе чарăлсах кайрĕç.

– Володя?.. Ара, чим-ха, эсĕ-и?.. – çухалсах кайрĕ Индири. – Эсĕ ялта-и? Мĕн çăмăлпа? – тинех хăйне алла илчĕ хĕрарăм. – Пĕр-пĕрне курманни сахалтан та вун çичĕ çул вĕт. Вун çичĕ çул!

– Аттене асăнма килнĕччĕ те, кайиччен килсе курас терĕм. Ача чух çарран чупса ӳснĕ вĕт.

– Улшăннă эсĕ, Володя, урăх çĕрте тĕл пулсан паллаяс çук. Çӳллĕшĕпе те, сарлакăшĕпе те чăн-чăн паттăр пулса кайнă.

– Эсĕ вара кăшт та улшăнман, Индири. Çав-çавах ĕлккен роза чечекĕ пек ялкăшса тăратăн. Шăнкăрав курăкĕ евĕр сенкер куçусем çеç кăшт кăна пысăкланнă. Сăнна тата та илемлĕрех кăтартса тăраççĕ.

– Кай, Володя, каларăн та. Хĕрĕхе çитсе пыратпăр вĕт.

Çак вăхăтра хĕрĕ амăшĕ патне пычĕ:

– Анне, кам ку? Эпĕ ăна Пăлюк аппасем патĕнче курнăччĕ. Кĕçтук пиччене пытарнă чухне.

– Ку-и, ачаран пĕрле выляса ӳснĕ юлташ. Вăт кам! Атя-ха, хĕрĕм, сăмавар лартар, хăнана выçах кăларса ярар мар. Çак каç Укахви мăнакăшĕсен кантăкĕнче вăрахчен çутă сӳнмерĕ. Ăçта кăна çитсе çаврăнмарĕç пулĕ сĕтел хушшинче ларакансем, мĕн çинчен кăна аса илмерĕç. Чи кирли çинчен калаçу хускатса яма иккĕшĕн те хăюлăх çитмерĕ. Юлашкинчен Володя Индиринчен ыйтрĕ-ыйтрех:

– Мĕнле-ха çапла пулса тухрĕ пирĕн, тусăм? Камăн сивĕ сăмахĕ пирĕн вутла çунса тăракан чĕресене сивĕтрĕ? Мĕнле сĕмсĕр пирĕн куççуль пек таса юратăва пылчăкпа варалама хăйрĕ?

– Астăватăн-и, пĕррехинче Çĕнĕ çула кĕтсе илме тесе Шупашкарти тантăшăмпа килнĕччĕ? Эсĕ Чĕмпĕрте, эпĕ Шупашкарта вĕренеттĕмĕр.

– Вара, малалла мĕн?.. – сăмах хушрĕ Володя.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 434, Хаçат: 35 (1128), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: