Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 32, 33№№.)

1908 çулхи çуркунне, тин кăна çырса пĕтернĕ поэмăпа çывăрмасăр паллашать. Уроксем пуçланичченех ăна вуласа кăтартма ачасене класа йыхравлать. Вăл поэмăна ырласа çапла каланă: «Чăваш халапĕсем кĕнекере «Нарспи» халап пур. Ку халап епле çăмăллăн, ирĕклĕн вуланать. Ку вăл – Пушкин чĕлхи!..» И.Яковлевпа К.Иванов пĕрле ирттернĕ çакăн пек самантсем сахал мар пулнă тейĕпĕр. Ф.Павлов, И.Яковлевпа К.Иванов тата Н.Шупуççынни пӳртрен тухса пĕрле калаçса çӳрени çинчен асăнать.

Шур сухалпа çамрăк куçаруçă тăван халăхшăн калама çук пысăк ĕç тума ĕлкĕрнĕ. К.Иванов Библин «Новый завет» текен пайне тата псалтирĕн «Мухтав юррисене» чăвашла якатса кăларма нумай пулăшнă. Ку кĕнекесене тĕне ĕненекенсем паян кун та алран ямаççĕ. Мĕн чухлĕ çын вĕсене вуласа чунне пусарман-ши, шанчăкпа тĕрек тупман-ши! И.Яковлев çак кĕнекесене пичете хатĕрлес ĕçе уйрăмах К.Иванова шаннă. Кĕнекен чăвашла ячĕ те поэтăмăр каланинченех: «Иисус Христос Туррăмăр çинчен хунă сăмах».

«Мухтав юррисене» чăвашла вуланă чухне эпир тăван поэтăн таса та янăравлă чĕлхине туйса тăратпăр. Л.Лаврентьева каласа хăварнă тăрăх, И.Яковлев ирех, 5-6 сехетрех, тăма юратнă. Унтан вăл: «Сăмавар ларт та Константин Васильевича чĕнсе кил», – тесе хушнă. К.Иванов сад урлă урăх çуртра пурăннă. «Ăна икшер хут кайса вăратма тиветчĕ», – тет вăл. Малалла икĕ куçаруçă юнашар ларса шăкăл-шăкăл ĕçлени çинчен асăнать: «Иванов пырсан вĕсем иккĕшĕ пĕрле чей ĕçме ларатчĕç, вара кабинета кĕретчĕç те алăка хупатчĕç, кĕнекесем куçарма пуçлатчĕç».

Мухтавлă çыравçă шкулти педагогсенчен кăна мар, ытти çынсенчен те пурнăçра чылай вĕренсе пынă, тавракурăмне пуянлатнă. Акă, Екатерина Алексеевнăпа пĕрле вĕсем А.Пушкинăн «Полтава» поэми тăрăх шкулта спектакль лартаççĕ. Шкулти хуралçă Иван мучи (Чалтун) халапçăпа нумай вăхăт ирттерме юратнă, унăн юмахĕсене каçса кайсах итленĕ. «Нарспи» поэма никĕсне хывнă халапа та Чалтунран илтнĕ.

Çавăн пекех К.Иванов çырас ăсталăха тĕнче литературипе ăслăлăхĕн корифейĕсенчен тĕслĕх илни курăнать. Ахальтен мар вăл Леонардо да Винчи, В.Моцарт, М.Ломоносов, А.Пушкин, М.Лермонтов тата ыттисенчен ĕçченлĕхе вĕренме чĕнсе калани паллă: «Пушкин вара хастар çын, ăна гени темелле, Моцарт та гени. Хастарлăх тĕлĕшĕнчен Пушкин Моцарт евĕрлĕскер, ĕçлес енчен вăл Сальери пекех питĕ нумай ĕçленĕ, вăл питĕ нумай вуланă, темиçе чĕлхе пĕлнĕ. Паллах, ĕçлемесен, тăрăшса вĕренмен пулсан, унăн пĕлӳ çителĕклĕ пулас çукчĕ, произведенисем те çав тери лайăх, хаклă пулас çукчĕ», – тет вăл.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 990, Хаçат: 35 (1128)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: