Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хура çĕр хуллен-хуллен юрпа витĕнет пулин те республикăри хăш-пĕр хуçалăхсенче хир ĕçĕсем вуçех вĕçленмен-ха. Паян та сахăр завочĕсем еннелле çине-çинех хутлакан тулли лавсене курма пулать. Çĕпрел районĕнчи «Çĕпрел» агрофирмăна кĕрекен Матак филиалĕн чĕкĕнтĕр ани çинче те иртнĕ эрнере хăватлă техника кĕрлени илтĕнетчĕ. Юлашки купасенчи пылак тымар çимĕçе тиесе ăсататчĕç вĕсем. Сăмах май, агрофирма ку культурăна кăçал пĕтĕмпе 1200 гектар (вĕсенчен 200 ытла гектарĕ Матак хирĕнче) акнă.
Çак паха культурăна ытти çулсенче ку тăрăхра сентябрь-октябрь уйăхĕсенчех вĕçленĕ пулсан, кăçал самай вăраха тăсăлни куçкĕрет. Паллах, кунта агрофирма ĕçченĕсен пĕр чĕптĕм айăпĕ те çук, ертӳçĕсем каланă тăрăх, черет кая юлса çитни чăрмантарнă, чĕкĕнтĕр кăларакан техникăсем ытти агрофирмăсенче ĕçе вĕçлесен тин килнĕ иккен.
«Çĕпрел» агрофирмăн паян пурĕ çичĕ филиал, вĕсенчен пĕри çеç чăваш хуçалăхĕ шутланать. Матакпа Чăваш Ишлĕ ялĕсене пĕрлештерекен çак филиала хальччен ютран килсе пулăшни пулман-ха. Мĕнпур ĕçе хăйсен вăйĕпе пурнăçлаççĕ вĕсем. Хĕллехи вăхăтра та унта 102 çын пĕр тăтăш тăрăшать. Ĕçĕ вара çителĕклех: акăнакан çĕрсем пурĕ 2428 гектар, унта сахăр чĕкĕнтĕрĕсĕр пуçне кĕрхи тата çурхи тулă, урпа, кукуруз ӳстерсе илеççĕ. Тырçие, тĕслĕхрен, матаксем сентябрь пуçламăшĕнчех вĕçленĕ, япăх мар тыр-пул ӳстернĕ вĕсем кăçал, пĕр гектара тивекен вăтам тухăç кĕрхи туллăн – 23,8, çурхи туллăн – 21,1, урпан 32,5 центнерпа танлашать.
Агрофирмăн чи лайăх комбайнерĕсем те çак чăваш хуçалăхĕнченех иккен. Вĕсем тырçи вăхăтĕнче кашни филиалăн уй-хирĕнчи тыр-пула пухса кĕртеççĕ тесен те йăнăш мар. «Мега-класс» хир карапĕпе тăрăшакан В.Ефрейторов, В.Кузнецов, «Нью-Холландпа» ĕçлекен Ю.Буланов, Д.Чернов, Н.Булановпа В.Желудкин, «Дон» комбайнпа вăй хуракан Н.Несинпа Н.Алексеев, А.Шакинпа А.Барышовсем пуян опытлă комбайнерсем çеç мар, ăста механизаторсем те. Тырçи вăхăтĕнче хир карапĕпе тăрăшаççĕ пулсан, хĕлле тракторпа ĕçлеме те ӳркенмеççĕ. Калас пулать, «Татфондбанкăн» «Золотой колос» холдинг компанийĕнче чĕкĕнтĕр кăларакан техникăпа ĕçлекен О.Петрянкинпа В.Фадеев та çак ялсемех, вĕсем сезон вĕçленсен тăван хуçалăха таврăнса тепĕр сезонччен тракторпа тăрăшаççĕ. Вун-вун çул хурçă утпа пĕр чарăнми ĕçлекен шурсухалсемпе В.Решетовпа, В.Генераловпа пĕрлех С.Японцев çамрăк механизатор çинчен те ыррине кăна каламалла. Сăмах май, Сергей – ашшĕн И.Японцевăн ĕçне малалла тăсаканĕ, хуçалăха ача чухнех пулăшма çӳренĕ, халĕ «МТЗ-82» кустăрмаллă тракторпа вăй хурать. «Вăл çуллен 365 кун ĕçре»,– терĕç ун пирки правлени ĕçченĕсем.
Пулас тухăç никĕсне те хывнă кунти чăвашсем, вăхăтра çĕртме сухи тунă, кĕрхи тырра акса хăварнă. Килес çулхи ака валли культиваторсемпе сӳресене юсама та пуçланă ĕнтĕ. Г.Дунаев инженер каланă тăрăх, запас пайсем кун валли çителĕклех, юсав бригади те йĕркеленнĕ.
Çĕр ĕçĕпе кăна пурăнмасть Матак филиалĕ, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетет. Тăватă витере пурĕ 450 ĕне-выльăх, вĕсенчен сăвăнаканнисем 133 пуç. Çĕнйĕркелӳ вăхăтĕнче выльăх шутне тăрук чакарнă хыççăн çакăн пек вăй илни, ман шутпа, япăх мар. «Ют çĕртен выльăх туянман эпир, хамăр хуçалăхра ӳстеретпĕр»,– çирĕплетрĕ ман шухăша нумай çул тăрăшакан ферма заведующийĕ Т.Назарова та. Хальхи вăхăтра кунта сакăр доярка ĕçлет. Вĕсенчен чылайăшĕн, тĕслĕхрен, Е.Кузнецовăпа Е.Васильевăн, Л.Ефрейторовăн ĕç стажĕ самай пысăк.
Ĕне ферминче, тĕпрен илсен, Матак çыннисем тăрăшаççĕ пулсан, сысна ферминче вара чăвашишлĕсем ĕçлеççĕ. Сăлтавĕ те паллă – фермăсем икĕ ялта вырнаçнă. Сысна фермин те «йышĕ» сахал мар-мĕн, виçĕ витере 1000 пуç, вĕсене пилĕк свинарка пăхать. Коллективра мĕнпурĕ 15 çын. Ферма заведующийĕ С.Падюкин каланă тăрăх, кăçал та 700 пуçран кая мар çура илме палăртаççĕ вĕсем. Кунта та нумай çул çемйипех тăрăшса ĕçлекенсем çук мар, Елизаветăпа Иван Сарафановсем, Иринăпа Леонид Аттинсем ĕçлеме пуçланăранпа çырмара сахал мар шыв юхнă ĕнтĕ.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал Матак филиалĕнче аш-какай туса илесси икĕ хут ӳснĕ. Сăвăм та палăрмаллах лайăхланнă, пĕлтĕр çак вăхăтра пĕр ĕнерен талăкра 6 литр сунă пулсан, кăçал 10 литра çитернĕ.
Вăхăтĕнче «Авангард», «Колос» ятпа çӳренĕ çак хуçалăх ĕçченĕсем ĕлĕк те тӳрĕ пилĕклисен йышĕнче пулман-ха. Анчах айлăмра вырнаçнипе çуркунне çĕр ытти хуçалăхсеннинчен каярах типни, хăватлă техника çукки районта малтисен ретне тухма паман. Агрофирмăри пĕртен-пĕр чăваш филиалне паян та çăмăл мар, çапах та ял хуçалăхне инвестор килни ăна сывлăш çавăрма пулăшнă. Халĕ хирсене хăватлă техника сухалать, выльăх-чĕрлĕх умĕнче çителĕклĕ апат. Чи пĕлтерĕшли – тинех çĕр ĕçченĕ ĕç укçи илме тытăнни. Филиал ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, юлашки уйăхсенче ĕç укçине вĕсем уйăхне икĕ хут та илнĕ-мĕн. Паллах, 2-3 пин тенкĕ халĕ пысăк укçа мар, анчах темиçе çул каяллахи пек, çулталăкне пĕрре, Акатуй уявне, пурĕ те 500 тенкĕ кăна парса мăшкăллани мар ĕнтĕ.
Матак филиалĕнче паян пурте чăвашсем ĕçлеççĕ темелле. Инженерĕ те, агрономĕ те, ферма заведующийĕ тата ыттисем те. Анчах хура ĕçре çеç çав вĕсем. Ертӳçĕре вара урăххисем. Хуçалăх управляющийĕ И.Мухаметзянов та акă хăйĕн ĕçченĕсем çинчен пĕр-икĕ ăшă сăмах калать пуль тенĕччĕ те (кăçал кăтартусем япăх мар-çке) – çук иккен, ятарласа килнĕ «Сувар» хаçат ĕçченĕ валли унăн «вăхăчĕ тупăнмарĕ». Хуçалăхра нумай çул тăрăшса ĕçлекен ĕçченсене пĕр-пĕр Хисеп хучĕпе хавхалантарма та «вăхăт çукки» пĕтерет-мĕн «Çĕпрел» агрофирма ертӳçисене. Нивушлĕ çакăн пек пысăк икĕ ялта та филиал ертӳçи пулма юрăхлă пĕр чăваш та çуралман хальччен е хамăр йăваш пулни ют ялсен куçĕнчен пăхтарать-ши?
 
: 1245, Хаçат: 47 (725)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: