Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Виççĕмĕш пин çуллăхра пурăнатпăр. Пурнăç цивилизацийĕ вăйлă аталаннă пулсан та тухатмăшсем пур тенине халиччен те илтме пулать-ха. Тухатмăш сыснана çаврăнса çынсене пăсни, картари выльăх-чĕрлĕхе чире яни, вĕсене вĕлерни çинчен калаçнине эпĕ те мĕн ачаран илтсе ӳснĕ.

Пирĕн ялта та пĕр карчăка тухатмăш тетчĕç. Вăл пирĕн кӳршĕри инкеччĕ, килĕнче пĕччен пурăнатчĕ. Эпир вăл ун пек çын пулнине ĕненмесен те, хăйне курсан кăшт шикленеттĕмĕр. Пирĕн пата кĕнине курсан вара эпир ачасем шăпăра пуç хĕрлĕ тăратса хураттăмăр. Çапла туни тухатмăшăн вăйне чакарать имĕш. Хăй çакна курсан пирĕн çинчен мĕн шухăшлĕ-ши тесе анне ун пек тумалла марри çинчен пĕрре мар каланă-ха пире.

Калаçма хăй сĕре те лăпкă калаçатчĕ. Вăл аннепе калаçнине итлесе ларма кăмăллăччĕ. Çавăнпа та ачасем эпир ăна нихăçан та, нимĕнпе те кӳрентермен. Кăшт ӳсерех парсан хамăр пахчари ĕçсене туса пĕтерсен, анне каланипе унăн пахчине çумласа параттăмăр. Унта унăн тăван мăнукĕсем те пурччĕ. Ĕç хыççăн пире апатлантарса çирĕмшер пус укçа паратчĕ. Каласа хăвармалла: пире сĕтел хушшине пуçтарса лартсан вăл тĕпсакайне анса шап-шурă чăх çăмарти (ун хуралтинче чăхсăр пуçне урăх выльăх тавраш çукчĕ. Картишĕнче курăк ӳсетчĕ, çавăнпа та унăн çăмарти шурă та таса пулни тĕлĕнтеретчĕ) илсе тухнине эпир тимлĕн сăнаса лараттăмăр. Ара, шиклентерекен туйăм пиртен ниçта та тарса çухалман вĕт-ха! Çăмартисене пирĕн умарах пĕçерме лартатчĕ. Хальхи пуçпа шухăшласан вăл юри, пире хăратас мар тесе çавăн пек хăтланнă пек туйăнать мана. Вăл, паллах, хăй çинчен усал сăмах илтнĕ ĕнтĕ.

■ Николай РОЗОВ.
Ульяновск хули.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 399, Хаçат: 35 (1128)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: