Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивальне ирттерсе Тутарстан хăйĕн кинематографине палăрмаллах аталантарчĕ. Енчен те малтанласа суйлавра хамăрăн пĕр кино та пулман пулсан, кăçал республикипе пурĕ 33 заявка панă. Çак шухăшах сентябрĕн 5-мĕшĕнче ТР Культура министерствинче иртнĕ пресс-конференцире жюри пайташĕсем те çирĕплетрĕç. Унта ТР культура министрĕн çумĕ Гузель Нигматуллина, жюри председателĕ, Раççей халăх артисчĕ, «Оскар» премийĕн лауреачĕ Владимир Меньшов, Польша режиссерĕ Кшиштоф Занусси, театр тата кино актерĕсем, РФ халăх артисчĕсем Борис Клюевпа Александр Михайлов хутшăнчĕç. Çакăн пек паллă çынсем Хусанти кинофестивале килни, паллах, пысăк чыс. Вĕсен хаклавĕ Тутарстан кинематографисчĕсем шĕн урок пекех.

Жюри председателĕ Владимир Меньшов кинолентăсене тин çеç пăхма пуçлани пирки пĕлтерсе хальлĕхе вĕсене хак пама иртерех-ха терĕ. Хусан хулине вара мухтарĕ, ăна вăл Европа хулипе танлаштарчĕ. «Шел, çак илеме хăна çурчĕн кантăкĕнчен çеç пăхма пулĕ. Ĕç çав тери нумай. Хусанти кинофестивале эпĕ икĕ çул каялла чĕннĕ хăна шутĕнче килнĕччĕ. Ун чухне ман вырăнта Карен Шахназаровччĕ. Çавăн чухне хамшăн питĕ нумай çĕршывăн кинофильмĕсене уçрăм. Паллах, хăна пулма кăмăллă, хальхинче ĕçлеме тивет. Ну мĕн, жюри команди фестиваль маркине çирĕплетĕ тетĕп. Манăн акă мĕн çинчен калас килет. Халăх кăмăл-шухăшне илес пулсан, çĕршывăн центрĕ хĕвелтухăç еннелле куçса пырать. Мускав ытла та тăкăс, машина, çын шучĕпе вăл çурăлас патне çитнĕ. Кун пирки ку ĕмĕрхи 10-мĕш çулсенчех шутламалла пулнă. Хусан пĕлтерĕшĕпе тивĕçтерет, анчах анăç еннерех вырнаçнă, çĕршыв тĕп хулишĕн геополитика енчен Урал, Красноярск тăрăхĕ вырăнлă. Тĕлĕнмелле те, анчах кун пирки Хусан аса илтерет. Эсир мероприятисене Мускавран та лайăхрах ирттерме пултаратăр. Фестивальрен вара пĕлтерĕшĕпе «шавлă» киносем кĕтетĕп. Пĕтĕмлетӳсем кăшт каярах пулĕç», – терĕ паллă режиссер, сценарист тата актер.

Хусантипе пĕрле çак кунсенче Венеци кинофестивалĕ пырать. Унта Раççейĕн пĕр кинофильмĕ те кĕменни паллă. Паллах, тивĕçлисем çук мар, анчах мĕншĕн-ха Европа ку енĕпе те пирĕн енне çурăмпа çаврăннă. Нивушлĕ искусствăна та политика пăтратать? Майпа усă курса кун пирки Владимир Меньшовран ыйтрăмăр. «Канн, Венеци кинофестивалĕсенче эпир çукки йăлана кĕчĕ пуль ĕнтĕ. Паллах, кунта политикăсăр мар. Нумайăшĕ ĕç политикăра тăмасть тени суя, вăл пур çĕрте те. Совет тапхăрĕнче те тивĕçсĕр тесе йышăнмастчĕç. Чăннипе каласан, тĕнче шайĕнче ӳкернĕ кинолентăсене те пӳрнепе шутласа кăларма пулать. Çав вăхăтрах талантлă çамрăк режиссерсем те пирĕн çук мар. Мана, сăмахран, «Горько» кино килĕшрĕ, шӳтлĕ, талантлă, вăйлă», – хуравларĕ авторитетлă режиссер.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 807, Хаçат: 35 (1128)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: