Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанта Раççейри чи пысăк кинофестивальсенчен пĕри – Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалĕ – иртни Тутарстанăн киновĕ пуррине кăтартнинчен ытла регион тĕрлĕ енлĕн, çав шутра киноискусствăра та, аталаннине, тĕнче шайне тухнине тепĕр хут çирĕплетет. Паллах, 2005 çултанпа иртекен кинофестиваль пĕр вырăнта тăмасть, унăн шайĕ те, пахалăхĕ те çулран-çул ӳсет. Кăçал, тĕслĕхрен, фестивале 53 çĕршывран тăратнă 700 ытла кинокартинăран 51-шне суйласа илме комиссие пĕрре те çăмăл пулман-мĕн.

Картинăсене конкурса суйласа илекен комиссийĕн председателĕ, паллă кинокритик, киновед С.Лаврентьев, комисси пайташĕ, режиссер А.Барыкин тата фестивалĕн арт-директорĕ А.Нафигова фестиваль уçăлас умĕн пĕр кун маларах журналистсемпе тĕл пулчĕç.

С.Лаврентьев каланă тăрăх, зявкăсем нумаййине (700, пĕлтĕр – 500) пăхмасăр, фестиваль программине йĕркелеме ытти çултисенчен самай çăмăлрах пулнă. Çакă чи малтан фестивалĕн шайĕ ӳснине кура конкурса тăратнă кинокартинăсем те пахараххипе çыхăннă-мĕн. «Халĕ кино ӳкерме нумай çын та, техника та, йĕркелӳçĕ пултарулăхĕ те кирлĕ мар, телефон е камера ил те ӳкер. Ытти çулсенче шăпах çакăн пек ниме тăман, пахалăхсăр картинăсем нумай тăратнăччĕ. Кăçал вара те ку фестивале пули-пулми ĕçсене яма кирлĕ маррине ăнланнипе-и, картинăсем пурте тенĕ пекех паха», – терĕ кинокритик.

Ĕçсем пурте паха та лайăх пулнипех ĕнтĕ конкурсра хăш картина çĕнтересси маларах паллă пулман. Çакăн пек паллăмарлăхпа палăрчĕ XI кинофестиваль. Кунсăр пуçне çакăн чухлĕ ĕç тăратни те, географи тĕлĕшĕнчен анлă пулни (Азербайджан, Алжир, Афганистан, Бангладеш, Бахрейн, Германи, Египет, Инди, Ирак, Иран, Итали, Канада, Кăркăсстан, Мексика, Норвеги, ПАЭ, Польша, Португали, Раççей, Таджикистан, Турци, Узбекистан, Финлянди, Франци, Эстони) те кĕтменлĕх. Чăн та, кăçалхи фестивальте Европăринчен ытларах Хĕвелтухăç картинисем нумайрах. Кинокритик шучĕпе, сăлтавĕ кунта чи малтан Европа режиссерĕсемшĕн мăсăльмансем Европăра пĕрлешнĕ тема 5 çул каяллахи пекех интереслĕ пулма пăрахни. Паллах, политика та юлашки вырăнта мар-тăр-ха.

Çапах та Хусанти кинофестивалĕн сумĕ ниме пăхмасăр çулран-çул ӳсет. Çакна кунта лекес текенсем Раççейре те, ытти çĕршывсенче те нумайланни çирĕплетет.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 350, Хаçат: 35 (1128)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: