Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере сентябрĕн 4-мĕшĕнче Хусан Ратушинче «Рубин» футбол клубĕн çĕнĕ президенчĕпе журналистсен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ пулчĕ. Çак вырăна ТР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рустам Минниханов Хусан мэрне Ильсур Метшина сĕннĕ. Темиçе кун маларах Тутарстан лидерĕн пуçарăвĕпе клуб ертӳçисене хăйсем йышăнакан вырăнсене «пушатма» ыйтнă. «Рубинăн» тĕп тренерĕ Ринат Билялетдинов ĕçрен кайнă хыççăн клуб президенчĕ Валерий Сорокин та хăйне отставкăна яма ыйтса çырнă.

«Рубинăн» Попечительсен канашĕ И.Метшина президент вырăнне йышăннă кунах чи малтан Р.Билялетдинова ĕçрен кăларса яма хушнă. Çапла футболистсен эрнекунхи тренировки тĕп тренерсĕрех иртнĕ. Ăна Ринат Саяровичăн пулăшаканĕсем Дмитрий Кузнецовпа Валерий Чалый йĕркеленĕ.

Р.Билялетдинов палăртнă тăрăх, кĕçĕн тренерсен шăпине çĕнĕ хуçасем татса парĕç. «Хам хыççăн эп никама та сĕтĕрмен, çавнах Динияра та (футболист, ывăлĕ. - Авт.) каларăм. Эсĕ «Рубин» футболисчĕ. Хăвăншăн ху тăма пултарнине çирĕплет, маншăн та, хăвăншăн та выля терĕм», – тенĕ вăл «Советский спорт» хаçата панă интервьюра.

Тренертен кăларнă кунах Билялетдинов пирки Раççейĕн футбол союзĕн президенчĕ Виталий Мутко асăннă, ун валли ĕç тупăнасси пирки пĕлтернĕ.

«Рубин» клуб умĕнче паян çăмăл мар задачăсем тăраççĕ, хĕрсех вăйăсене хатĕрленмелле, ăмăртусен таблицинче çӳлелле çĕкленмелле. Вĕсенчен пурте чаплă вăйăсемпе çĕнтерӳсем кĕтеççĕ. Нумайăшĕ çĕнĕ президент ĕçĕнчен килĕ: мĕнлерех улшăнусем пулĕç командăра, тĕп тренер тивĕçĕсене кама шанса парĕç, футболистсен йышĕ çавах юлĕ е улшăнĕ? Çак ыйтусем тăраççĕ И.Метшин умĕнче. Хăйне çак должноçа лартнине вăл пысăк яваплăх пек йышăнчĕ.

«ТР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рустам Минниханов ирпе ирех мана шăнкăравласа хăйĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ, унпа килĕшӳллĕн, эпĕ – «Рубин» президенчĕ. Ку маншăн чăнах та кĕтменлĕх пулчĕ. Унччен эп çак темăран инçе тăнă, паллах, хамăрăн командăн пурнăçĕпе ялан кăсăкланнă, сирĕн пекех матчсене çӳренĕ, «чирленĕ» вĕсемшĕн». «Рубин» тутарстансемшĕн юратнă клуб çеç мар, вăл Кремль, чак-чак пекех республика бренчĕ пулса тăрать… Р.Миннихановпа маларах кун пирки сӳтсе явман. Хусанăн экс-мэрĕ Камиль Исхаков вырăнне те мана Минтимер Шаймиев маларах систермесĕр чĕннĕччĕ. Ун чухне те, халĕ те питĕ пысăк яваплăха туятăп», – терĕ И.Метшин.

■ Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчĕк www.bink.ru сайтран.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: