Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 32, 33№№)

– Турă сывлăх патăр сире, атьсем, ват çынсене пире чыс туса хисепленĕшĕн. Турă сывлăх патăр, – шывланнă куçĕсене саппун хĕррипе шăлса илчĕ сакăр вунналла çывхарса пыракан карчăк.

Хĕрĕсене ăсатнă хыççăн килĕнче аслă ывăлĕпе çеç тăрса юлчĕ Пăлюк.

– Володюк, – терĕ амăшĕ. – Эпĕ сана тахçанах чĕрере усраса пурăннă сăмахсене каласшăн та, калаймастăп.

Калас-и, калас мар-и тесе тимлĕн пăхса илчĕ. Вара чунĕнче темиçе çул усраса пурăннине калама пуçларĕ. Амăшĕн сăмахĕсене ывăлĕ шăппăн, пӳлмесĕр итлесе ларчĕ. Амăшĕ шăплансан:

– Анне, санăн сăмахусем, тен, тĕрĕс те пулĕ. Эпир Полинăпа хăçан килĕштерсе пурăннине манса кайрăм ĕнтĕ. Темĕн çитмест ăна, ялан хивре калаçать. Кристина кăна тытса тăрать. Атту пулсан… йăлăхтарса çитерчĕ çакăн пек йытă пурнăçĕ, анне. Яла килес умĕн те: «Яла тухса каятăн пулсан, урăх уру йĕрĕ те ан пултăр»,– тесех кăларса ячĕ.

Пĕлместĕп, анне, мĕнле усал хурт сăхрĕ Полинăна, епле майлаштарса ямалла пурнăçа? Пурнăç мар – тамăк. Киле килсе кĕрсен те кушакпа йытă пек. Апатне хам хатĕрлетĕп. Хăш чух ĕçрен кая юлса таврăнсан чей çеç ĕçсе выртнисем сахал пулнă-и?

– Володя, итле-ха мана, тен, урăх арçын тупса яман-и? Час-часах командировкăсем тăрăх çӳретĕн. Тен, çак вăхăтсенче…

– Темĕн çав, анне, ним калама аптăратăп. Ун пек пулсан Кристина каласа парĕччĕ. Кун çинчен шухăшламан мар, шухăшланă, анчах шанас килмест çакна. Юратмасть пулĕ вăл мана, анне? Юратнă пулсан çаплах хăтланмĕччĕ. Унăн кăмăлне хăварас мар тесе кашни çул отпуска амăшĕ патĕнче ирттереттĕмĕр. Куншăн, анне, сирĕн умăрта питĕ айăплă. Каçар, анне! Кăçал та амăшĕ патне пуçтарăннăччĕ-ха. Тен, çавăнпа хирĕçсе çӳрет пулĕ. Кунта килес умĕн юриех ĕçе кĕрсе зявлени çырса патăм. Çавăнпа та, анне, эпир санпа уйăх ытла пурăнатпăр.

– Чим-ха, ывăлăм, епле-ха капла кин, Кристина?

– Мĕнле пултăр? Курăпăр, мĕн пулса иртĕ. Ан тив, анне, çапла пултăр, вĕсем амăшĕ патĕнче, эпĕ те хам çуралса ӳснĕ ялта, сан патăнта кану кунĕсене ирттеретĕп. Миçе çул пулман-ха эпĕ ялта?.. Пилĕк çул тултарса улттăмăшне кайрĕ. Шăллăм та тухса кайрĕ те пуçĕпех çухалчĕ. Халиччен те ăçта пурăннине пĕлтермест. «Контрактпа пилĕк çула Африкăна юлташсемпе кайма шут тытрăмăр», – тесе пĕлтернине анне хăв каламарăн-и-ха?

– Çапла каланăччĕ çав тухса каяс умĕн.

– Вăл енне пирĕн ĕçрен те пĕр ушкăна янăччĕ. Мĕншĕн эпĕ кун çинчен маларах шутламан? Пурте Лариван пек çамрăксемччĕ вăл ушкăнра.

– Темĕнле «военная база»… элле аэродром, элле ипподром – ăнланса ĕлкĕреймерĕм, – терĕ амăшĕ. – Элле сывă ĕнтĕ, элле…

– Сывах-тăр-ха, сывах-тăр. Эхертен мĕн-тĕр пулсан вĕсен тӳрех пире систермелле. Хучĕсем çинче, унăн паспортĕнче те ăçта çуралса ӳснине пурне те çыраççĕ. Çавăнпа кирлĕ-кирлĕмаршăн пуçна ан ват…

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 454, Хаçат: 34 (1127), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: