Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Хусанти Ново-Савиновски районĕнче Тутарстанĕпе те чи пысăк шкул уçăлчĕ. 179№ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта чылай предметпа уйрăмах тарăн пĕлӳ пама палăртнă. Пĕлӳ кунне тата шкул уçăлнине халалланă чаплă линейкăна ТР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рустам Минниханов, ТР премьер-министрĕн çумĕ, вĕрентӳпе наука министрĕ Энгель Фаттахов, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин хутшăнчĕç.

Р.Минниханов пуçтарăннисене уявпа саламласа республикипе те чи пысăк шкул уçăлнине палăртрĕ. Шкулта пĕр харăсах 1375 ача вĕренме пултарать, Тутарстан лидерĕн сăмахĕсемпе çакăн пек пысăк шкулсем халиччен туман. Р.Минниханов палăртнă тăрăх, çакăнтан вĕренсе тухакансем пысăк конкурентлă пулса республикăра, ун тулашĕнче те малашне тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç.

Раççей тата Тутарстан гимнĕсем янранă хыççăн строительсем шкул директорне Эльвира Наумовăна символ çăра уççине пачĕç. Пĕрремĕш шăнкăрава Рустам Миннихановпа шкул ачи пачĕç.

Çакăн хыççăн шкул тăрăх пĕчĕк экскурси пуçланчĕ. Çĕнĕ вĕрентӳ учрежденийĕн калăпăшĕ 28 пин тăваткал метрпа танлашать, картишĕпе пĕрле 40 пин тăваткал метр. Пуçламăш шкул хăйне уйрăм блокра вырнаçнă, унта классем, библиотека, çывăрмалли пӳлĕм те пур. Çуртăн тепĕр пайĕнче вăтам тата аслă классем вырнаçнă. Вĕренӳ кабинечĕсемсĕр пуçне лекци аудиторине йĕркеленĕ, унта аслă шкулсен преподавателĕсем ятарлă занятисем ирттерĕç. Уяв кунĕнче шăпах пĕрремĕш лекци пулчĕ, ăна чаплă хăнасем те кăмăлпах итлерĕç.

Эльвира Наумова сăмахĕсемпе паянхи кун математикăпа инженери юхăмĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа математика, физика, хими, биологи предмечĕсене тарăнрах вĕрентме йышăннă. Шкул директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, профильлĕ классене КГМУ, КНИТУ (КАИ), КФУ çумне çирĕплетнĕ.

■ Хамăр корр.
И.Тухбатов сăнӳкерчĕкĕ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 552, Хаçат: 34 (1127), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: