Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Атăлçи тăрăхĕнче нумай халăх пурăнать: тĕрĕкĕ те, финн-угорĕ те, славянĕ те. Ĕлĕкрех халăхсем çума-çумăн пурăннăран пĕр-пĕринпе час-часах хутшăннă, анчах та паянхи кун, халăхсем хăйсем кам иккенне те пĕлмен чухне, кӳршĕсем çинчен пĕлекенсем те çукпа пĕрех темелле. Тепĕр тесен, çамрăксене кăсăклантарма пĕлмелле, ку ыйтупа ĕçлес текенсем вара çукрах. Авалтан килнĕ йăла-йĕрке культури урăх вăхăтра çуралнăран, эпир ăна ăнлансах та каяймастпăр пулĕ. Çавăнпа та халăхсене пĕр-пĕринпе паллаштаракан, пĕрле аталанма хавхалантаракан, хастарсене пĕрлештерекен мероприятисем кирлĕ. Çакна шута илсех Шупашкарта октябрь уйăхĕнче чăваш тата удмурт андеграунчĕн «АРТĂRA-fest» фестивалĕ иртĕ.

Унăн пуçаруçи тата йĕркелӳçисенчен пĕри Дарали Лели – удмурт дизайнерĕ, çыравçă, диджей тата журналист. Халĕ вăл Удмурт Республикинче «Даралилавка» удмурт дизайнĕн лавккин проекчĕпе ĕçлет, унсăр пуçне чăваш тумĕпе хавхаланса та коллекци хатĕрлет. Вăл хальхи вăхăтра тăхăнма юрăхлă, ĕлĕкхи евĕрлĕ кĕпесем çĕлесшĕн. Ун шучĕпе, авалхи кĕперен аванраххи нимĕн те çук, çавăнпа та уншăн ăна хула валли юрăхлă тăвасси питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Чăвашсен «Хавал» обществăлла организаци ирттерекен лагерьте паллашнă Дарали чăвашсемпе. Удмуртсен çакăн пек лагерьсем çукран-и е кунта чăваш культури тапса тăнăран-и, вăл чăвашсемпе пĕрле ĕçлеме шут тытать. Тепĕр тесен, унăн амăшĕ (паллă удмурт сăвăçи, журналисчĕ Татьяна Чернова) пикене чăвашсемпе удмуртсем хушшинче çирĕп, авалхи çыхăнусем пуррине каланă та пулнă. Чăвашсем удмуртсем патне туртăнаççĕ имĕш, удмурчĕсем вара яланах пăрăнса каяççĕ, мĕншĕн тесен ытларах финн-угор тĕнчи еннелле пăхаççĕ. 1990 çулсенче пирĕн халăхсен нумай пĕрлехи проект пулнă иккен, пĕр-пĕрин патне те час-часах çӳренĕ. Литературăра та куçарусем тăвакансем пулнă. Çавăнпа та Дарали чăвашсемпе çыхăнусене çĕнĕрен чĕртме тытăнсан унăн амăшĕ те ăна тӳрех: «Атя, атя... Эпир туса пĕтерейменнине, тен, эсир туса пĕтереетĕр», – тесе каланă.

■ САНТĂР Элтиярĕ.
«Ирĕклĕ сăмах» материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.
Сăнӳкерчĕк www.irekle.org сайтран.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 408, Хаçат: 34 (1127)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: