Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки вăхăтра Хусанта час-часах пая кĕрсе çурт тăвакансем (дольщики) пикетсем йĕркелеççĕ. Сăлтавĕ паллă: вĕсем шантарнă хваттерсене пурăнма куçаймаççĕ, вĕсене çурт тăвакан (застройщик) улталанă. ТР Патшалăх Канашĕн тата Министрсен Кабинечĕн çурчĕ умĕнче темиçе кун та тĕрĕслĕх шыраса пуçтарăнса тăрса влаçсене хăйсен проблеми çине пăхтарчĕçех пая кĕнисем. ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев правăна сыхлакан органсене ĕç-пуçа тĕпчесе вĕçне-хĕрне çитерме, айăплисене явап тыттарма хушрĕ. ТР Премьер-министрĕ Р.Н. Минниханов та пая кĕрсе çурт-йĕрлĕ пулас текенсен ыйтăвĕпе уйăхра пĕрре пуçтарăнса канашлама сĕнчĕ.
ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕ М.Хуснуллин каланă тăрăх, паян республикăра пурĕ 2417 «проблемăллă» хваттер. Вĕсенчен 600-шне çурт тăвакансем çывăх вăхăтрах хута яма шантараççĕ-ха. 1000 хваттер пирки хальлĕхе нимĕнле йышăну та çук. Хусанти «Ада» компани Декабристсен урамĕнче тăвакан çурт вăрахчен çӳлелле хăпармарĕ, «Йолдыз» тулли мар яваплăхлă общество çĕклекеннин ĕçĕ те суда çитнĕ. «Защита» ХАОна та пая кĕнисем шанманни пирки пĕлтереççĕ. Çырчаллинче те лару-тăру кăткăс – «Жавдат» компани шантарнă 154 хваттере хуçисем миçе çул кĕтсе илеймеççĕ ĕнтĕ. Элметре те 91 çемье тахçантанпах çĕнĕ хваттере куçаймасть.
– Пая кĕрекенсене улталанин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри – çурт-йĕр хăпартас ĕçе профессионал мар çынсем пуçăнни, – тет ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕн çумĕ А.Ясько. – Коммерцилле организацисем ĕç çине çăмăлттайла пăхса укçа-тенкĕ тăкакĕсене тĕрĕс мар шутланă, çурт тума ирĕк паракан документацие тĕрĕс йĕркелеме хушнине илтмĕше пенĕ. Хăш-пĕр çурт тăвакансем уççăнах халăх укçине çаратнă, пая кĕрекенсен укçине урăх çĕре янă. Çакă строительствăна чарса лартнă, çурта хута ямалли срока пăснă, малалла ĕçлеме вара укçа çук.
Çакна йĕркене кĕртекен закон çук-им-ха? Пур-мĕн. 2004 çулта 214-мĕш Федераллă закон йышăннă. РФ Градостроительнăй кодексĕн 51-мĕш статйинче те çурт тума ирĕк илес тесен çурт тăваканăн муниципалитета мĕнле документсем тăратмалли пирки тĕплĕн çырса панă.
– Саккунĕ аван, ним те калаймăн. Анчах та вăл паян туллин пурнăçланмасть, – тет Хусан прокурорĕ И.Нафиков. – Тутарстанăн тĕп хулинче тăвакан объектсенчен сахалăшне пур правилăна та пăхăнса тăваççĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: 258 объекта йĕркене пăсса çĕкленĕ. Тĕрĕс мар ĕçлекенсен йышĕнче «Макстрой», «Волгопродсервис», «Блок», «Проектстройсервис», «Имиджстрой» тулли мар яваплăхлă обществăсем.
Закон ыйтнă пек пая кĕрекенсемпе килĕшӳ (договор) тăвас вырăнне çурт тăвакансем вĕсене вексель схеми е соинвестировани килĕшĕвĕ кăна сĕнеççĕ. Чăннипе вара çынсем закона пĕлменнипе серепене çакланаççĕ.
Ултавçă-çурт тăвакансем тĕлĕшпе уголовнăй ĕçсем пуçарнă. Çакнашкал ĕçсене тĕпченин икĕ çулхи практики акă мĕнле пĕтĕмлетӳсем патне илсе çитерет: пая кĕрекенсенчен укçа илекен фирма ертӳçисенчен пурте ултавçă мар иккен, стройматериалсен хакĕсем хăвăрт ӳссе кайнипе вĕсем хăйсем хур курнă.
Правăна сыхлакан органсем тата правительство пая кĕрсе çурт хăпартакансене тимлĕ пулма хушать. Çурт тăвакана укçа париччен лайăх шухăшлăр, килĕшӳре мĕн çырнине алă пусиччен тĕплĕн вуласа ăнланăр, законра мĕн çырнине асра тытăр. Енчен те пая кĕрсе çурт тăвакансен ыйтусем сиксе тухсан вĕсем ТР Шалти ĕçсен министерствине 291-32-59 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ. Тимлĕ пулăр!
 
: 1185, Хаçат: 47 (725)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: