Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕр шутласан, вăхăчĕ ĕлĕкхи мар, ӳркенменни валли ĕç яланах тупăнать. Çапах та пурнăç лару-тăрăвĕ тĕрлĕрен. Юнашарах йывăр пурнăçпа пурăнакансем те пур пирĕн. Çакăн пек çемьесенчи ачасене уйрăмах шел. Ачалăх пурин те телейлĕ пулмалла-çке. Шăпах çакна тĕпе хурса Тутарстанра акă ĕнтĕ 9-мĕш çул сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи тата инвалид ашшĕ-амăшĕпе пурăнакан ачасене, инвалид-ачасене рюкзаксем, вĕренме кирлĕ мĕнпур хатĕрсем туянса пулăшас тĕллевпе «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Ăна ТР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рустам Минниханов ертсе пыракан ыр кăмăллăх ĕçĕсемпе Республика канашĕ, ТР Вĕрентӳпе наука министерстви, «Единая Россия» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕ йĕркелет.

Çулсерен республикăра пин ытла предприятипе организаци, 500 ытла коммерцилле структурăсем, 300 ытла усламçă çак проекта хăйĕнчен пай кĕртет. 8 çулта 163 миллион тенкĕ укçа пуçтарса 176,6 пин ачана шкула кайма пуçтарăнма пулăшнă. Кăçал республикăра пĕрремĕш класа пурĕ 39,9 пин ача каймалла, вĕсенчен 8,5 пинĕшне пулăшу парĕç.

«Шкула пуçтарăнма пулăш» акцие кăçал чи малтан Спас муниципаллă районĕ пуçланă. Унта ТР Патшалăх советникĕ, «Возрождение» республика фончĕн попечительсен канашĕн председателĕ Минтимер Шаймиев хутшăннă тесе пĕлтерет республика президенчĕн пресс-служби.

Ыр кăмăллăх акципе килĕшӳллĕн, кăçал шкула пĕрремĕш класа каякан сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенчи, инвалид ашшĕ-амăшĕпе пурăнакан ачасене тата инвалид-ачасене кăна мар, 2-11-мĕш классене каякан 11 пин ачана та пулăшĕç.

«Вăхăтсем халь ансат мар, çапах та эпир тарăн кризис процесне туймастпăр-ха. Ку вăл республикăра илсе пыракан ĕçсен кăтартăвĕ. 2013 çулта Универсиада ирттертĕмĕр, тин кăна Шыв спорчĕн тĕсĕсемпе тĕнче чемпионачĕ вĕçленчĕ, халĕ тата Ĕç профессийĕсен ăсталăхĕпе тĕнче чемпионатне ирттерме йышăннă. Пултармалла та тумалла, çакăн пек кăна экономика енчен вăйлă пулса пурнăç пахалăхне ӳстерме пултаратпăр», – тенĕ Минтимер Шаймиев.

 
: 412, Хаçат: 31 (1124)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: