Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерстви республикăра çурт-йĕр хăпартса хута ярасси çине кăçал уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна кашни эрнерех ирттерекен оперативлă канашлусем те çирĕплетеççĕ. Çакă пухăнса калаçса ларни кăна мар – канашлусем видеорежимпа иртни Тутарстанри кашни районти çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă лару-тăрăвах контрольлесе тăма, пуçлăхсенчен тӳррĕн ăнлантарса памашкăн ыйтма май парать.
Иртнĕ эрнекунхи канашлăва ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕ М.Хуснуллин, унăн çумĕ А.Ясько, ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн директорĕн çумĕ Ф.Замалиев хутшăнчĕç. Андрей Ясько каланă тăрăх, кăçалхи вунă уйăхра пĕтĕмĕшле 1 миллион та 589 пин тăваткал метр çурт-йĕр туса пĕтерсе хута янă. Çакă «Раççей гражданĕсене – хăтлă тата илме май пур çурт-йĕр» наци проекчĕн (социаллă ипотека та çав шута кĕрет) шайĕнче пурнăçа кĕртме палăртнă çулталăклăх планăн 78,3 проценчĕпе танлашать. Тукай, Маматăш, Саба, Апас, Агрыз, Камско-Устьински, Кайпăç, Сарман, Пĕтреç районĕсем плана ирттерсех тултарнă. Балтаси, Ешĕлвар, Рыбно-Слободски, Елабуга, Пĕкĕлме, Çĕпрел, Лениногорск, Азнакай, Ютаза, Çĕнĕ Шуçăм районĕсем, Çырчаллипе Хусан хулисем çурт-йĕр хута ярас тĕлĕшпе республикăри вăтам кăтартуран каярах пыраççĕ. Хусанта, тĕслĕхрен, çулталăклăх планăн пĕрре виççĕмĕш пайне кăна хута янă-ха. Тепĕр пĕрре виççĕмĕш пайне çак уйăх вĕçлениччен, юлнине декабрьте туса пĕтермелле. Мĕслĕм, Лайăш, Тури Услон, Алексеевски, Аксу районĕсенче, Ф.Замалиев шучĕпе, лару-тăру мухтамаллиех мар. Плана тултарас тесен вара республикăра çулталăк вĕçлениччен тата 384 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Ытларах пайĕ Хусана, Çырчаллине, Елабугăна, Анат Камăна тата Ешĕлвара тивет.
Мĕн чăрмантарать-ха ĕçе вăхăтлă пурнăçлама? Ак, тĕслĕхрен, ялсенче çурт-йĕр çĕклес программа хальлĕхе 70 процент чухлĕ çеç пурнăçланса пырать-ха. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен программăн нормативĕсемпе ялти çуртсем 70 тăваткал метртан пысăк пулмалла мар. Çурт хуçисем вара çакăнпа килĕшесшĕнех мар. Çуртсене 100 тăваткал метрлă тума йышăннă-ха, анчах хушма укçа-тенкĕ халĕ те вырăнсене çитмен. Çавна пула çуртсене туса пĕтерме çук. Хуласенче çуртсем çĕклесси мăран пыни уйрăм застройщиксен çаврăнăçусăрлăхĕпе çыхăннă.
Хальхинче те министр ытти канашлусенчи пекех районсен пуçлăхĕсенчен мĕншĕн стройка кая юлнине ыйтрĕ. Лешсем яланхи пекех çулталăк вĕçлениччен плана тултарма сăмах пачĕç. Сăмах май, республикăри хуласемпе районсенче социаллă ипотекăпа хăпартнă çуртсенче халĕ конкурссем пыраççĕ. Çак программăпа черетре тăракансем хваттерсем суйлаççĕ. Конкурссем пуçланнă кăна-ха. 2007 çул вĕçлениччен миçе çемье çĕнĕ хваттере куçĕ, влаçсем панă сăмахĕсене тытайĕç-и – курăпăр.
 
: 1161, Хаçат: 47 (725)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: