Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 25, 27№№.)

– Тавах, Валя, тутлă шӳрпешĕн. Эпĕ кĕрсе телевизор пăхам, хыпарсем итлем. Сирĕн ĕçсем пĕтмен-ха. Ывăннă пулин те сĕтел тирпейлемеллех сирĕн, хĕрарăмсен. Чылайранпа курман – калаçмаллисем те пуçтарăннах сирĕн, – терĕ те Петя вăшт кăна тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайрĕ.

– Ним çинчен калаçмалли те çук урăх пирĕн. Итле: кун пек намăс кăтартнă хыççăн кин тесе те калас килмест ман сана. Савăшушăн, ирĕклĕ юратушăн тĕмсĕлсе пурăнакан йĕксĕк. Ман ывăл мĕнле чăтса пурăнать пуль çакăн пек хĕрарăмпа? Пĕлместĕп, – усал хуняма чĕлхи шăмăсăр, кастарать те кастарать. – Вăтăр çул каяллах сана качча илтерес теменччĕ эп. Каçсерен клуба ĕçе çӳрекен çынра ăсĕнчен ытларах çăмăлттайлăхĕ хуçаланать пуль терĕм. Эп йăнăшман. Хамăн яштака, илĕртӳллĕ, аслă пĕлӳллĕ ывăл валли вĕрентекенсем хушшинче арăм тупайман пулăттăмăр-и? Тупăннă – ӳкерӳçĕ-вутăш, кĕнекере тулăк ăнланакан пукане! Сан илемӳ кама кирлĕ вăл? Мĕн тумалла унпа?

– Сăпай та ăслă хĕрарăм лекнĕшĕн савăнмалла çеç сирĕн. Тепри пулсан ялан кăмăлсăр çынпа пĕр чĕлхе тупас тесе кулянса та тăмасть, – чăтăмлăх хутаççи çĕтрĕ ман.

– Калаçса тăрать-ха тата, аскăнчăк, чарусăр хĕрарăм... Хуп çăварна. Раиса Пантелеймоновна шайне çитме нумай çăкăр çимелле-ха. Мана мĕнпур ял хисеплет. Эп – тава тивĕçлĕ çын. Эсĕ кам? Ман ывăла пула çемьепе пурăнкаларăн хальччен. Мĕн тупнă санра Петя? Ни ăсу, ни пуçу. Анкартири кураксене хăратакан катемпи, йĕксĕк... Хитре тетĕн пуль-ха хăвна, пирĕшти тетĕн пуль. Анчах кама кирлĕ вăл сан илемӳ, сан çамрăклăху – пуç миминче кукрашкасем хăвăл пулсан...

Хуняма куçĕнче çĕлен ташлать. Вут-хĕм сирпĕнет. Еплерех усал, çăткăн вăл. Сăмахĕ çĕçĕ пек касать. Вăл тата тем каласшăнччĕ пулас та – тухрăм та кайрăм урама. Çак килтен аяккарах тарас, киле каяс, пăрăнас, чупас!

Урамра сĕм тĕттĕм пулнине пăхмасăр киле кайма шутларăм. Аслă çулпа çуран утатăп. Тăна кĕтĕм те – хула еннелле утатăп иккен эп. Аванах инçе кайнă. Шăннине те туймастăп. Хирĕç те, хыçалтан та автомашинăсем çутатса килеççĕ, иртсе каяççĕ... Хăшĕсем кăшкăртса хăвараççĕ. Куçăмран хурлăх куççулĕ юхать. Пĕчĕк юхан шыв евĕр шарлать кӳренӳ, асаилӳ куççулĕ...

Ăçта-ши халь эс, ман юратăвăм? Эп урама тухса кайнине пĕлмесĕрех юлтăн пуль. Петяпа эпир клубра паллашрăмăр. Алăра киçтĕк выляннине пĕлсен хĕр-тантăш мана, ĕнер çеç хулари культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухса поселокри вулавăша ĕçлеме килнĕскере, клуба сцена хаçатне тума чĕнсе кайрĕ. Кĕрхи бал умĕн вăхăт кăшт çеç юлнăран васкаса ĕçлеме тиврĕ. Ӳкерме эп ачаранах юрататăп-ха. Ылтăн кĕркунне ман ахаль те вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрать, çырас, ӳкерес килет.

– Илтетĕн-и, Валя, яла паян салтак таврăннă. Еплерех чаплă, çутă малашлăхлă каччă вăл! Эс пĕлсенччĕ.

– Галя, Галя, пăхăр-ха эсир ун çине, хĕрелсе кайрĕ вăл панулми пек. Сан савнийӳ мар пуль те вăл?

– Ан калаç. Петяна кĕтекен хĕрсем ялта кил тăрăх кайсан та йĕркипех. Яштака пӳ-силлĕ, çырă çӳçлĕ, кăвак куçлă йĕкĕт кашни пикен чĕринех тыткăнлать. Еплерех ăслă-пуçлă тата. Пианино, сĕрме купăс, баян калать. Чим-ха, вăл сан пекех çара кайичен культурăпа çутĕç училищинче вĕренмен-и? Çапла пулас. Анчах та Шупашкарта. Халь кăйкăр пек тата çӳлерех кайма – тухтăр пулма ĕмĕтленет теççĕ. Еплерех интеллигентлă çемьерен вăл тата – инженерсен династийĕнчен. Пĕртен-пĕр ывăлĕ валли тахçанах хĕр пăхса хунă пуль-ха. Пули-пулминех илтермĕç.

■ Елена СЕЛИВАНОВА.
Сăнӳкерчĕк www fuin2mass.ru сайтран.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 333, Хаçат: 28 (1121)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: