Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паянхи кун Раççей спортпа вĕрентӳ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕнĕ спорт комплексĕсем, çĕнĕ вĕрентӳ меслечĕсем – пур енчен те хĕрӳ ĕç. Наукăна парăннă çынсем спорта тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмаççĕ, спорта парăннисем вара наукăпа кăсăклансах каймаççĕ. Ку пулăм хăйне евĕрлĕ çирĕпленнĕ йăла е, вырăсла каласан, стереотип çуратать: ăсчах- «ботаник» – вăйсăр, халсăр, спортсмен – тăнсăр тата ытти те. Анчах кăна хирĕçлекен тĕслĕхсем сахал мар. Пăва районĕнчи Шемек хĕрĕ Марина Ильина акă, Ульяновск хулинчи пĕр шкулăн акăлчан чĕлхине вĕрентекенĕ те, кёкусинкай (каратэн чи хаяр тата йывăр юхăмĕ) спортĕнче 1-мĕш данпа хура пиçиххин хуçи те.

– Мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ эсĕ ача чухне?

– Ман яланах икĕ тĕп ĕмĕт пулнă: вĕрентекен пуласси тата çапăçма вĕренесси. Пĕчĕккĕ чухнех хамăн теттесене вырнаçтарса лартаттăм та шкулла выляттăм. Пурнăç йывăр пулать – çапăçма пĕлмеллех тесе 9 çул каялла хамăр шкулта Владимир Николаевич Мешков (4-мĕш дан, сенсей) йĕркеленĕ кёкусинкай тренировкисене çӳреме тытăнтăм. Халĕ Чĕмпĕрти пĕр шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентетĕп, паянхи кун та кёкусинкай тренировкисене çӳретĕп-ха, пĕлтĕр 1-мĕш данпа хура пиçиххи илтĕм.

– Тĕплĕнрех каласа пар-ха, тархасшăн.

– Пĕлтĕр Сочире пысăк мероприяти иртрĕ. Çавăнта кайма тӳр килчĕ. 800 ытла çын хутшăннăччĕ. ЮАР, Канада, АПШ патшалăхĕнчен килнĕ ăстасем экзамен йышăнчĕç, тепĕр икĕ уйăхран экзамен панисемпе паманнисене палăртрĕç. Хĕрсемпе, каччăсемпе 20 çапăçу ирттертĕм. Унсăр пуçне 5 сехет çапăçу техникипе экзамен патăм.

– Мĕнле майпа хăюлăх çитертĕн çак хаяр спорта кĕрсе кайма? Ыраттарать вĕт, суранланас, аманас хăрушлăх та пысăк…

– Тьху, тьху. Шăмă сыппи сикнинчен хăрушăраххипе тĕл пулманччĕ, тĕл пулмалла та ан пултăр. Нимĕнле хăюлăх та кирлĕ мар унта. Кăмăл пур пулсан – каймалла, шухăшласа тăмалла мар. Ыраттарать? Мĕн ыраттармасть вара? Чăтан! Юратнă ĕçе тăватăн вĕт, çавăнпа чăтатăн. Акă, сăмахран, Ульяновскра эпĕ хатĕрленекен çĕрте пĕр хĕр те çук, йĕкĕтсемпе çапăçма тивет. Вĕсен мана хĕр тесе хĕрхенме юрамасть, ыраттармасăр нимĕн те иртмест. Экзамен пама хатĕрленнĕ чухне сенсей хĕрхенсе тăмасть, тӳсме çук ывăнса çитетĕн. Енчен те пуçланă-тăк – хăвна, ыттисене çĕнтер. Ывăннинчен хăрушăраххи нимĕн те çук. Ĕçлемесĕр пĕрремĕш данпа хура пиçиххи памаççĕ. Тренировка вĕçленсен вара ăшра рехет хуçаланать. Çак спорт мана мĕнле килĕшнине сăмахпа каласа пĕтерме çук. 9 çул хушшинче пĕрре те ывăнтăм, пăрахатăп тесе шутласа курман.

– Çак спортпа туслă пулни мĕн пачĕ сана?

– Чăтăмлăх, çирĕп кăмăл, хама хам шанма, хаклама пуçларăм, мĕнле ĕçе тытăнсан та пултараймастăп пуль тесе шутласа тăмастăп. Мĕнле тĕллев лартсан та ун патнелле талпăнатăп. Кёкусинкай питĕ пысăк витĕм кӳчĕ ман пурнăçа. Тавтапуç сенсее, Владимир Николаевич Мешкова.

■ САНТĂР Элтиярĕ.
М.Ильина архивĕнчи
сăнӳкерчĕк.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 393, Хаçат: 28 (1121), Категори: Пирĕн хăна

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: