Сайра янăрать халĕ хуткупăс, апла пулин те çитмĕл те çичĕ хĕлĕх сасси яланхи пекех чуна пăчăртаса макăртать, кăмăла çĕклесе савăнтарать. Тутарстан чăвашĕсен «Выля, хуткупăс!» фестиваль-конкурсĕ те акă, çуллен тĕрлĕ районтан, регионтан вун-вун ăста купăсçă хутшăннипе аншлагпа иртет. Июлĕн 17-мĕшĕнче Аксу, Нурлат, Лениногорск, Элмет, Чистай, Çарăмсан районĕсенчен, Елабугăран, Самар, Мурманск облаçĕсенчи ăста купăсçăсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Кăçалхи (шучĕпе улттăмĕш) «Выля, хуткупăс!» фестиваль-конкурс ТР ЧНКА председателĕн Константин Яковлевăн 50 çулхи юбилейĕпе тӳр килнĕрен, унăн тăван ялĕнче, Аксу районĕнчи Чăваш Енрусьелĕнче иртрĕ.
Пысăках мар Чăваш Енрусьел çулсерен ял кунне сулмаклăн паллă тусан та, хăйĕн çĕрĕ çинче çакăн чухлĕ хăна йышăнни хальччен пулманччĕ-тĕр-ха. Фестиваль-конкурсăн пуçаруçи О.Орлова пĕлтернĕ тăрăх, Константин Геннадиевича юбилейпе саламлас тесех мероприятие яланхи вырăнĕнчен, Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкелĕнчен, кăçаллăха кунта куçарнă иккен.
Фестиваль-конкурс вăхăтлăха хăйĕн «адресне» улăштарсан та çирĕпленнĕ йĕркинех пăхăнчĕ. Чи малтан юбиляра тăван килĕ умĕнче сумлăн чысласан, купăсçăсем купăс каласа хăнасемпе пĕрле урам тăрăх тĕп тӳрем еннелле утрĕç. Кунта вĕсене уяв хуçисем, енрусьелсем, çăкăр-тăварпа, пултарулăх ушкăнĕсем савăнăçлă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç.
Аксу районĕнчи чăвашсен пултарулăх вăйĕ чăнах та çăлкуç пек тапса тăрать. Çакă районта халăх ансамблĕ ята илме тивĕçнĕ ушкăнсем йышлинче те, мероприятисене чăн чăвашла, хăйне евĕрлĕ, асра юлмалăх хатĕрлеме пĕлнинче те курăнать. Хальхинче те акă, енчен енне пайăркисене сапалакан чăваш хĕвелĕпе уяв картине тухса мероприятие пуçларĕç вĕсем, Аксу тăрăхĕ тараватлине пĕрин хыççăн тепри Кивĕ Ӳсел, Емелькино, Çĕмĕртлĕ, Çĕньял тата ытти чăваш ялĕсем, çав шутра тутарсем те, хăнасене çăкăр-тăварпа, сăрапа, чак-чакпа сăйласа ĕнентерчĕç. Кивӳселсем авалхи йăлапа чăваш туйне кăтартни хăй кăна мĕне тăчĕ!
Темиçе уява пĕрлештерекен мероприятие хăнасем йышлăн пуçтарăннăччĕ, вĕсен хушшинче Аксу тăрăхне пуçласа килекеннисем те пурччĕ. Тĕслĕхрен, Челябинск облаçĕнчи ЧНКЦ представителĕ Г.Иванов Нурлатри Уявра икĕ хутчен те пулса курнă, «Выля, хуткупăсра» вара пĕрремĕш. «Сирĕн патăрта мероприятисем анлăн иртеççĕ. Пирĕн те тăван чĕлхепе калаçас, йăхташсемпе паллашас килет», – пĕлтерчĕ хăй шухăшне вăл.
![]() |
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75