Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарсемшĕн, вĕсем ăçта пурăнсан та, Сабантуй калама çук çывăх та пысăк уяв пулса юлать. Ахальтен мар вăхăтĕнче пĕр район пуçлăхĕ ăна хĕлле те ирттеретчĕ. Хăйĕн лапамне çулсерен çĕнĕ те çĕнĕ çынсене хутшăнма йыхравласа Сабантуй çĕршывпа сарăлса пырать. Çак уçă та кăмăллă уяв халăхсем тата тĕнсем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетме пулăшса, унта хутшăнакан çынсен шучĕпе çĕршыв пĕлтерĕшĕллĕ культура пулăмне çаврăнса пырать. Мĕншĕн тесен Тутарстан çулсерен Атăлçи регионĕсенче Ял Сабантуйне ирттерет, унсăр пуçне çĕршыври 64 регионта иртет çак уяв тата чикĕ леш енчи 24 çĕршывра. Тулашри регионсенче Федераци шайĕнчи Сабантуйсем ирттерме пуçлани кăçал ак ĕнтĕ 15 çул çитрĕ. Çĕпĕрти Сабантуя пирĕн хаçат журналисчĕсем те хутшăнчĕç.

ТЫМАРĔСЕМ

АТĂЛТАН

Кăçал çак Сабантуй Красноярскра иртрĕ. Хусантан 3359 километрта пулсан та йăласене вырăнти тутарсем çирĕп тытса пыраççĕ. Паллă ĕнтĕ, тутар пур çĕрте чăваш та пур. Акатуйсем ирттересси те çĕршыва урлă «касакан» Красноярск тăрăхĕнче йăлара иккен. 1929 çулта ирттернин хучĕсем сыхланса юлнă. Йăлари ут ăмăртăвĕсемпе кĕрешӳсĕр пуçне унта çĕнĕ самана витĕмĕпе кĕнĕ ăмăртусем те пулнă: чи лайăх ĕнешĕн, стена хаçачĕшĕн, чиканла кĕрешнĕшĕн (урасемпе), пăшалпа тĕл пенĕшĕн, велосипедпа ăмăртса мала тухнăшăн парнесем панă.

Çĕпĕр тутарĕсем текен этнос ку тăрăха Столыпин реформи вăхăтĕнче, каярах Совет влаçĕ хистенипе тата каярах вербовкăпа е направленипе килнĕ тутарсем хушшинче сĕвĕрĕлсе пĕтнипе пĕрех. Ытларах кунта Атăл тăрăхĕнчи тымарсемлĕ тутарсем пурăнаççĕ, чăвашсем те çавах. Хальхи вăхăтра Красноярск тăрăхĕнчи 24 ял-хулара иртет Сабантуй. Ытларах усламçăсем пулăшнипе. Крайра 34,8 пин тутар пурăнать, чăвашсем 11 пин çын. Хулара кăна мар, ялсенче пурăнакансем те йышлă. Кунта ялсем хутăшса пĕтнĕ, çавăнпа та чĕлхене упраса хăварнă ялсем сайра. Çурчĕсене пурне те тенĕ пекех шиферпа витнĕ.

Тутарсемпе чăвашсем çак регион историйĕпе культуринче паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем Енисей кĕпĕрнине çĕнĕ çĕрсене алла илме куçса килекен пĕрремĕш çынсем хушшинче пулнă. Вĕсем кунти чи пысăк индустри улăпĕсене тăвас ĕçе хастар хутшăннă. Ыттисемпе пĕрлех çакăнтан вăрçа тухса кайнă. Çĕпĕре куçсан та тутарсемпе чăвашсем хăйсен йăлисене, уявĕсене манман. Вăрçă вăхăтĕнче те ирттернĕ теççĕ. Çак еткерлĕх паян Красноярск крайĕн нумай нациллĕ халăх культурин пуянлăхĕ пулса тăрать.

■ Константин МАЛЫШЕВ.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕ.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 376, Хаçат: 28 (1121)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: