Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Сэлэт» форум çуллен иртекен вырăнта, Алексеевски районĕнчи Пӳлерте, июлĕн 8-мĕшĕнче ачасем валли «Фэнсар» наукăпа вĕрентӳ центрĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна ТР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рустам Минниханов уçрĕ.

Рустам Нургалиевич каланă тăрăх, ку центр Тутарстанăн кăна мар, Раççейĕн, пĕтĕм тĕнчен интеллектуаллă вăйне çирĕплетме ĕçлемелле. «Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, ачасем, сирĕн вожатăйăрсемпе, вĕрентекенĕрсемпе. Эсир – пирĕн пуласлăх! – терĕ республика лидерĕ центр ĕçне хута янă церемонире. – Эсир интереслĕ те кирлĕ проектсене пурнăçа кĕртетĕр. Яланах малалла талпăнма, хăвăрăн çитĕнĕвĕрсемпе тăван Тутарстана малалла яма сунатăп».

«Сэлэт» çуллахи форумпа танлаштарсан, «Наука керменĕ» (тутарла «Фэннэр сарае» е кĕскен «Фэнсар») çулталăкĕпех ĕçлет. Вăл вăтам тата аслă класра вĕренекен 120 ача валли. Кунта малашне Тутарстанăн кăна мар, ытти регионсенчен те чи пултаруллисем, Раççей, халăхсен хушшинчи олимпиадăсен çĕнтерӳçисем вĕренĕç. Йĕркелӳçĕсем вĕсемпе ĕçлемелли 5 направлени палăртнă: наука, вĕрентӳ, чĕлхе хăнăхăвĕ, истори тата культура.

Р.Минниханов центрăн пурăнмалли пӳлĕмĕсене, клубне, компьютер класне, IТ-лабораторине, уçă эстрадине пăхса çаврăнчĕ. Сăмах май, çак объектсене инвалидсем те çăмăллăнах кĕрсе çӳреме мĕнпур услови пур. Республика лидерне ачасем хăйсен проекчĕсене кăтартрĕç, «Сэлэт» лагерьпе «Фэнсар» центрне аталантармалли, çав шутра Кĕçĕн Çарăмсан çыранне хăтлăх кĕртмелли планĕсемпе те паллаштарчĕç.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 242, Хаçат: 27 (1120)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: