Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ районĕнчи Йӳккел ялĕнче пурăнакан штатра тăман автор, ывăнми фольклорист тата ăста купăсçă Алексей Антоновăн чăваш халăх творчествине халалланă кĕнеки пичетрен тухни çинчен «Суварăн» 12-мĕш номерĕнче çырса кăтартнăччĕ эпир. Автор тепĕр кĕнеке те пичете хатĕрлени çинчен асăннăччĕ унта.
Унтанпа вăхăт нумай та иртмерĕ, Алексей Федоровичран савăнăçлă хыпар çитрĕ, унпа пĕрлех август уйăхĕнче типографирен тухнă икĕ пайран тăракан çĕнĕ кĕнеке – «Аутентичному фольклору – зеленый свет». Кашни пайĕ аллăшар экземплярпа пичетленнĕ.
Пĕрремĕш кĕнекере автор хăйĕн нушаллă пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă, çакăнтах çар хĕсметĕнче тăнă чухне, ĕçре, творчествăра тунă çитĕнӳсене çирĕплетсе паракан награда, тав, хисеп хучĕсем. Кĕнекене сăнӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Иккĕмĕш кĕнекене Алексей Федорович пĕтĕмпех халăх пултарулăхне халалланă. Кунта вырăнти, Теччĕ районĕнчи, чăвашсен халăх юррисем кĕнĕ. Вăйă, хăна, рекрут, туй, çăварни юррисен сăмахĕсене нумайăшне нотăсемпех çырнă. Чăваш ташшин çеммисем те тĕрлĕрен – пĕр сăмахпа, клуб ĕçченĕсемшĕн питĕ пуян материал пухса хатĕрленĕ.
Эпир «Суварта» Теччĕ районĕнчен тухнă укçаллă çынсене А.Антонова кĕнеке кăларма укçа парса пулăшма чĕнсе çырнăччĕ. Тăван халăх юрри-кĕввине упраса хăварас ĕçре чăваш усламçисем пысăк тӳпе кĕртессе шанса çыртăмăр çав йĕркесене. Анчах «Сувара» вуламаççĕ курăнать вĕсем (тăван культура пуласлăхĕ вĕсене хумхантармасть тесе шутлас килмест). Алексей Федоровича кĕнеке кăларма Теччĕри типографи директорĕ Ринат Сайдуллович Зиятдинов пулăшнă. Вăл М.Ш.Шаймиев ыр кăмăллăх çинчен каланă сăмахĕсене чĕрене илсе «Аутентичному фольклору – зеленый свет» кĕнеке тăкакĕн 70 процентне саплаштарнă. Алексей Федорович хăй те Ыр кăмăллăх çулталăкне тӳпе кĕртнĕ: кĕнекесен шучĕ нумай мар пулсан та вăл чăваш культурипе интересленекен ентешĕсене пĕрер экземпляр кĕнеке парнеленĕ. «Аутентичному фольклору – зеленый свет» халăхăн çухалса пыракан юрри-кĕввипе пуянни, çакăнпа вулаканшăн паха пулнине çыртăмăр ĕнтĕ. Тата тепĕр пахалăхĕ кĕнекен – 1923 çулта Мускавра 4000 экземплярпа чăвашсен юрă, ташă кĕввисем тексчĕсемпе пĕрлех пичетленсе тухнă кĕнекери хăш-пĕр юрăсене кĕртни. А.Антонов истори чăнлăхне паянхи вулакана кăтартасшăнах-тăр, чăвашсен кивĕ шрифчĕсене те çĕннисемпе улăштарман текстсенче. Автор сăмахĕсем тăрăх, çак кĕнеке Раççейĕпе те пĕрре кăна, унăн аллинче сыхланса юлнă.
Каларăмăр ĕнтĕ, А.Антонов кĕнекесене 50-шар экземплярпа кăна кăларайнă. Чăннипе вара кун пек кĕнекесем кашни чăваш ялĕнчи клуб ĕçченĕн сĕтелĕ çинче выртсан та лайăх пулмалла. Çакна Алексей Федорович та ăнланать. Çавăнпа уйрăм кĕнекен пĕтĕм юрă-кĕвве пĕрле пухса кăларас ĕмĕчĕ пур унăн. «Теччĕри ЧНКЦ председателĕпе тĕл пулса калаçас мар-ши çак ыйтупа?» – тесе шухăшлать вăл.
«Этем пурнăçланма пултарайман ĕмĕт çинчен шухăшламасть», – теççĕ ăсчахсем. Апла А.Антоновăн та ĕмĕчĕ çутă кун курмаллах. «Сувар» хаçата вулакан чăвашсен (уйрăмах теччĕсен) тăван культурăшăн тăрăшакан ентеше пулăшмаллах тесе шутлатпăр.
 
: 1241, Хаçат: 46 (724)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: