Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июлĕн 4-мĕшĕнче Хусанта «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ конференци ирттерсе Рустам Минниханов кандидатурине ТР Президенчĕн должноçне йышăнма тăратрĕ.

Çĕршыври чи пысăк политика вăйĕ çапларах тĕрев пани уншăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ Рустам Минниханов хăйĕн программине пĕлтернĕ май: «Эпир социаллă, экономика кăтартăвĕсемпе Раççейре малта пыракан регионта пурăнатпăр. Ку вăл влаçăн пур сыпăкĕ те граждан обществин институчĕсемпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçленин, федераци центрĕпе конструктивлă хутшăнусем йĕркеленин çимĕçĕ, – терĕ республика ертӳçи. – Çак çулсенче эпир тăнăçлăха упраса нацисемпе конфессисем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетме пултартăмăр. Республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланчĕ, юлашки икĕ çулта 112 пин çын çут тĕнчене килчĕ, совет самани хыççăнхи вăхăта илсен чи пысăк кăтарту ку».

Тутарстан пурăнма хăтлă регион пулса тăни, унта пултаруллă, ăнăçлă çынсем туртăнни çинче те чарăнса тăчĕ. Республика ертӳçи çавăн пекех малашнехи тĕллевсене те палăртса тухрĕ. «Стратеги 2030 – Тутарстанăн тата тутарстансен тивлетлĕ пурнăç çулне кăтартать. Эпир этем капиталне аталантарас программăсене тĕпе хурса суйлавсене хутшăнатпăр, ку вăл – паха вĕрентӳ, лайăх медицина, ăс-хакăлăн тата культурăн çӳллĕ шайĕ, сывă пурнăç йĕрки. Пирĕн вăйлă енсем – экономикăн хăватлă никĕсĕ, вăйлă та опытлă кадрсем, тĕреклĕ власть. Тутарстан – мехеллĕ территори. Хамăрăн пуласлăха пĕрле тăватпăр, пĕрле эпир пултаратпăр, пĕрле эпир вăй!» – палăртрĕ Рустам Минниханов.

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

 

Электронлă çырăнтару

Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):

Çырăннă?

1 уйăхлăх: 40 тенкĕ
6 уйăхлăх: 240 тенкĕ

Электронлă майпа çырăнсан эсир:

  • - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
  • - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
  • - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.

Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75

 
: 262, Хаçат: 26 (1119)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: