ТР пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас, пĕтерес комиссийĕн июнĕн 26-мĕшĕнче черетсĕр ларăва пуçтарăнма сăлтавĕ пулнах çав. Республикăра май уйăхĕн виççĕмĕш декадинчен пуçласа июнĕн 25-мĕшĕччен кăна шывра 55 çын, вĕсенчен 4-шĕ ача, путса вилнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ку икĕ хут(!) ытларах (пĕлтĕр – 25, вĕсенчен иккĕшĕ ача). Статистика чăнах та хурлăхлă. Республикăри юхан шывсенче куллен 3-4 çын вилет. Çавна кура ТР премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕн Алексей Песошинăн вырăнти муниципалитетсем енĕпе критики вырăнлă та: «Районсем шыва кĕмелли сезона хатĕр тесе майăн 22-мĕшĕнче пĕлтернине мĕнле хакламалла капла?» – тесе ыйтнă вăл тӳрремĕн вĕсенчен ларура.
Республикăра хальхи вăхăтра шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ 37 пляж кăна. Атăлпа Кама пек пысăк тата ытти пĕчĕкрех юхан шывсемпе нумай кӳлĕллĕ Тутарстаншăн ку, паллах, сахал. Сăмах май, республикăн 32 районĕнче ятарлă пĕр пляж та çук. Шăрăх çанталăк тăнăран халăх вара шыв хĕррине васкать. Çавна курах санкцилемен 200 яхăн пляж йĕркеленнĕ те. Паллă ĕнтĕ, кун пек çĕрте ятарлă хăнăхуллă çăлавçăсем те, тăрук сывлăх хавшасан пĕрремĕш пулăшу паракансем те çук, тепĕр чух ашшĕ-амăшĕ ачисене тимлесе ĕлкĕреймест, юхан шыв тĕпĕ мĕнлерех пулни те паллă мар – вĕсене тĕрĕслемен.
Шыври инкекĕн сăлтавĕ, тĕпрен илсен, ӳсĕрле шыва кĕни. Медицина ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, кун пек çыншăн температура тăрук улшăнни (урамра 30 градус шăрăх-тăк, шывра 20 çеç) унăн юн пусăмне хăвăрт ӳстерсе ярать те чĕрине ĕçлеме чарать. Çавăнпах нумай чухне çын путнине никам та сиссе юлаймасть. Кинора кăна çын хăлаçланать, пулăшма чĕнет, чăн пурнăçра вара шăппăн кăна шыв айне каять. Статистика кăтартнă тăрăх, шывра путнă ачасенчен 50 проценчĕ шыв айне ашшĕ-амăшĕ куçĕ умĕнчех кайнă, тĕпренчĕкĕ инкеке лекнине те ăнланса юлман лешсем.
Синоптиксем каланă тăрăх, июль уйăхĕн пуçламăшĕнче сывлăш температури чакать-ха, анчах нумая-ши, çынсене канмалли е уяв кунĕсенче шыв хĕррине кайма чарĕ-ши вăл? Паллах, çук. Акă мĕншĕн ларура шыва кĕмелли сезонта пляжсенче мобильлĕ патруль (МЧС, ШĔМ сотрудникĕсем, çăлавçăсем, вырăнти администраци представителĕсем) йĕркелеме йышăннă...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Электронлă çырăнтару
Халех çырăн (карточкăпа, электронлă укçапа, телефонпа):
Çырăннă?
Электронлă майпа çырăнсан эсир:
- - хаçат материалĕсемпе сайтра туллин паллашма пултаратăр.
- - çав кунах сире PDF форматпа ярса парĕç.
- - хăвсамăрăн укçăрсене перекетлетĕр.
Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан, мĕнле çырăнмаллине ăнланаймастăр пулсан — пирĕн пата шăнкăравлăр: (843) 518-33-75